Комментари хушас

27 Çĕртме, 2015

Чĕнтĕрленĕ хапхана уçса хутăмăр кĕтнĕ хăна килнишĕн савăнса

Хăнасемпе пĕрле ташласа, юрласа паллă тăвать хăйĕн çуралнă кунне Чăваш Ен! Çав вăхăтрах эпир хамăрăн ĕçе пĕтĕмлететпĕр. Çĕнĕ проектсем хута яма палăртатпăр. Кăçалхи Республика кунне Раççейри - Литература, Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкне, Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнине халалласа ирттернине аса илтерес килет.

«Кашни регионăн культури Раççейĕн нумай енлĕ пуянлăхĕн уйрăлми пайĕ пулса тăрать. Эпир халăх ăсталăхне çÿлти шайра кăтартма тăрăшатпăр. Çĕнĕ заводсем хута яратпăр. Тивĕçлĕ шалу тÿлетпĕр», - сăмах илчĕ республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев.

РФ Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова уява килнисене чăвашла саламларĕ. Пирĕн халăх ĕçченнине тата кашниех республика пуласлăхне витĕм кÿнине палăртрĕ вăл. Чăваш Ен Раççей шайĕнче малтисен йышĕнче пулнишĕн те хăпартланмалли çине пусăм турĕ Алена Игоревна.

Чăваш кил-çурчĕ

Аякран килнисемшĕн чăваш халăхĕн йăли-йĕрки, культури, историйĕ кăсăклă. Çавăнпах авалтан куçакан пуянлăха тĕрлĕ енлĕ кăтартма тăрăшаççĕ çĕр пин тĕрĕллĕ, юрăллă, сăмахлă республика çыннисем.

Хĕрлĕ лапамра кашни района вырăн уйăрса панине те хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнисен кил картишне кĕрсе тухакан, чăнах, нумай. Мĕнпе тĕлĕнтересшĕн вĕсем уява килнисене?

«Пĕлтĕр республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакăнтан иртсе кайнă чухне Вăрмар тăрăхĕ çăматă йăвалассипе палăрни çинчен каланăччĕ. Вăл çапла хак пани пирĕншĕн мĕнешкел кăмăллă пулчĕ», - теççĕ Вăрмарсем. Кăçал та ÿкерсе илемлетнĕ çăматă илсе килнĕ вĕсем: тĕрлĕ ÿсĕмрисем валли пур. Çăм тапăчки çулла та лайăх сутăнать-мĕн. Ăна ачисем ашшĕ-амăшĕ валли туянаççĕ.

Çав тăрăхри Надежда Евдокимова пукане валли эрешлĕ кĕпе хатĕрлесе тултарнă. Тĕрлени те, çыхни те, хутпа капăрлатни те куçа туртать. Ахальтен мар хĕрачасем çакăнтан кайма пĕлмеççĕ. Çиппе, вĕтĕ шăрçапа сăн кĕртнĕ картинăсене те çынсем тытсах пăхаççĕ. Сцена çинчи ташă ăстисене, тĕслĕхрен, пилĕк уйăх вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ хĕрарăм. Хурапа шурă тĕслĕ çав ĕç нихăçан та йăлăхтармĕ. Çапах та тăватă ачаллăскер хăш вăхăтра аллине йĕппе çип тытать-ши? «Хальлĕхе кĕçĕннипе декрет отпускĕнче. Чун киленĕçĕ валли яланах вăхăт тупăнать. Мăшăрăм та, ачасем те хавхалантарсах пыраççĕ», - каласа кăтартать ăста.

Сĕнтĕрваррисем апата ларнăччĕ. Мана та сĕтел хушшине чĕнчĕç. «Çук, ан чăрманăр», - тетĕп вĕсене. «Мĕн çук? Пирĕн кунта йăлтах пур», - сырса илчĕç хĕрарăмсем. 40 литр бидонпа шÿрпе илсе килнĕ ял çыннисем. Кукăль те, пÿремеч те, çăкăр та тутлă пиçсе тухнă. Симĕс суханпа турăх ăш хыпнине ирттереççĕ. Сăри тата мĕнле кăпăклă... Ырă кăмăллăскерсем иртен-çÿрене те апат антарса параççĕ.

Алексей Толстойăн «Ылтăн çăра» юмахĕпе килнĕ Сĕнтĕрвăррисем Шупашкара. Мальвинăн доски çине ачасене шывпа çыртараççĕ. Хăйсем калашле, çакă пĕчĕкскерсен пÿрнисене аталантарать. Вăйă конкурсĕсенче те шăпăрлансем хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеççĕ.

Çак тăрăхри «Сĕнтĕр» фольклор ушкăнне республикипех пĕлеççĕ. Çамрăксен «Салампи» ансамблĕ те ырă ят çĕнсе илнĕ. «Хамăр ĕçлесе илнĕ укçапа çĕнĕрен те çĕнĕ çи-пуç çĕлететпĕр. Пĕтĕм ĕçе пăрахса концертсене хутшăнатпăр. Вырăнти сцена ăстисен ушкăнĕ пысăклансах пырать. Пирĕн йышра нарколог та, вĕрентекен те, сывлăх сыхлавçи те... пур», - пытармасть клуб пуçлăхĕ Галина Соловьева.

Çĕрпÿ районĕнчи Виççĕмĕш Вăрманкассинчи Светлана Гаврилова çăм арлать. «Ку ĕçе аннерен вĕреннĕ. Килти сурăхсен çăмне сая ямастпăр. Хам арланă çип алсиш-нуски çыхсах пĕтет», - кăмăллăн калаçать хĕрарăм.

Йĕпреçсем çакăнтах пĕчĕк пĕве тунă, унта караç янă. «Чĕрĕ япала пурне те илĕртет», - халăх пуçтарăннишĕн савăнса сăмахлаççĕ хăйсем. Славик /Вячеслав Александров/ пĕвинче тытнă пулла Шупашкара илсе çитерме çăмăл пулнă-ши? «Вĕлересрен хăраса çĕрĕпе икĕ хутчен шывне улăштартăмăр, çул тăршшĕпе кислород парса пытăмăр», - ăнлантараççĕ вăр-вар Хурамалсем. Вĕсем каланă тăрăх, Йĕпреç районĕнче пулă ĕрчетекен йышлă.

СССР вăхăтĕнче çуралнисен йышне те лекме пулать кунта. Çĕмĕрлесем çĕнйĕркелÿ саманинчи атрибутика хатĕрĕсене илсе килнĕ. Пионер галстукне тепĕр хут çыхса пăхас текен нумай. «Ачалăха таврăннăнах туйăнчĕ», - хăпатланса палăртать Зоя Карсакова. Электроаппарат заводĕнче ĕçлекенскер мăшăрĕпе, юлташĕсемпе пĕрле уявра савăнать.

«Çак экспонатсене хамăрах пуçтартăмăр. Вĕсене музейра мар, килтех упратпăр», - пытармаççĕ Çĕмĕрлесем.

Канаш станцийĕнче те аваллăха юлнă хатĕрсемпе паллашма пулать. Чукун çул çинче вăй хуракансем, сăмахран, алă тата краççын хунарĕсемпе усă курнă. Вĕсем кунта темиçе тĕрлĕ. Чукун çул ĕçĕпе çыхăннă ытти япала та пур.

Муркаш районĕнчен пĕлĕшсем килсе çитнĕ. «Уйăх çине хăпартса хăвартăн пире», - ыталаса илчĕ мана Петр Мазуркин. Апла тăк пултарулăхĕ çинчен «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра пичетленнĕ статья унăн кăмăлне кайнă. Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкĕнче Михетере çаврăнса килнĕ вăл уява. Петр Яковлевич вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕн портретне те ÿкернĕ.

Унăн мăшăрĕ Зинаида Васильевна тĕрлеме ăста. Унсăр пуçне 100 ытла тухья тунă вăл. «Муркаш районне тивĕçтермелĕх те çитет», - тет хĕрарăм йăл кулса. Тухья лайăх сутăннишĕн те хĕпĕртенĕ хăй.

Зинаида Васильевнăн аппăшĕ Полина Майорова Самарта тĕпленнĕ. Муркаш хĕрĕ 20 çул ытла «Самар ен» ансамбльте юрлать. Хăйĕн юбилейĕ тĕлне сăвă ярăмĕсен кĕнекине кăларасшăн хĕрарăм. Республика кунĕнче Полина Васильевна чăваш тĕрриллĕ куллен тăхăнмалли çи-пуç туяннă. Унпа Самар хулинче саркаланса утĕ вăл. Ан тив, наци тумне ытти халăх çыннисем те киленсе пăхчăр. «Тăван тăрăха кашни çулах килетĕп. Республика хитреленсе пыни пире те, аякра тĕпленнисене, мăнаçлантарать», - çирĕплетет вăл. Унччен те пулмарĕ, республикăна мухтаса çырнă сăвă вулама пуçларĕ хăна. Унта пĕтĕмĕшле илем сăнланнă.

Етĕрне районĕнчи Урапакассисем патĕнче чарăнмасăр та иртеймерĕм. Вĕсем çинчен те хамăр хаçатра тинтерех çырнăччĕ.

«Сан алă ĕçĕ - çыхасси...

Вăл санăн, санăн чун уççи

Вăл санăн алăсен тĕрри -

Сăвви, кĕвви, чĕре юрри», - мăшăрĕн чун киленĕçне хисеплесе хайланă Сăкăт Ванькки. Юлия Ефимова кофта, алсиш, нуски эрешлесе çыхнă. Тахăш самантра Етĕрнесем патне Чулхула хăнисем васкаса çитрĕç. Вĕсем пĕр-пĕринпе тахçанах туслашнă иккен. «Эпир - Воротынец районĕнчи Петровкăран. Пирĕн тăрăхри 4 ялта чăвашсем пурăнаççĕ. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче мăн асатте-асанне, мăн кукаçи-кукамай Етĕрне, Элĕк районĕсенчен куçса хăтлăх тупнă унта. Эпир, йăх тăсăмĕсем, хамăр культурăна сыхласа хăварма тăрăшатпăр. «Илем» ушкăнпа ăçта кăна çитмерĕмĕр-ши?« - теççĕ сцена ăстисем.

Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тренкассинчи Елена Гурьева хăйĕн композицийĕсенче пурнăçăн виçĕ тапхăрне кăтартнă. Ĕлĕкхи, хальхи, пуласлăхри кил-çурт иртен-çÿрене илĕртет. Елена Витальевнăн шухăш хăвачĕ пысăк. Ял уявĕнче пахчаçимĕçрен тĕрлĕ хатĕр ăсталанă вăл. Тĕслĕхрен, тăрăхла кавăнран - ваза, хăяртан - пушмак, çарăкран акăш тунă. Çитес уяв тĕлне пластмасса кĕленчепе хупăлчинчен хăйнеевĕрлĕ япаласем хатĕрлесшĕн хĕрарăм. Хăй калашле, кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче те алă ĕçĕ хатĕрлесе хăварма пултарать çаврăнăçуллăскер.

«Тăхтаманпа паллашма юрать-и?« - пырса тăтăм Хĕрлĕ Чутайсен килĕ тĕлне. Культура ĕçченĕ Николай Майоров пулса тухрĕ вăл. Унăн хĕрĕ Диана Нарспи çи-пуçне тăхăннă. Иккĕшĕ «Нарспи» сыпăкне выляса та кăтартрĕç. Çавăнпах аваллăх куç умне тухрĕ.

Çак курав чăваш халăхĕн чун, ăс-хакăл пуянлăхне, йăх тымар çирĕплĕхне кăтартрĕ.

Акатуй илемĕ

Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне Вячеслав Оринов режиссер йĕркелесе пычĕ. Вăл каланă тăрăх, çак уява хутшăнас кăмăллă йăхташăмăрсем йышлă. Кăçал мар тăк çитес çул килсе çитĕç вĕсем. Ахальтен мар çак уяв çулсеренех вăй илсе пырать.

Малтан «Шупашкар: 500 çул» паркра иртекенччĕ вăл. Правительство хăйĕн хÿттине илнĕренпе Акатуй Хĕрлĕ лапамра пуçланать. Кайран пултарулăх ушкăнĕсем алăран тытăнса Анне палăкĕ патне утаççĕ. Чуна тыткăнлакан юрă-кĕвĕ Атăл çийĕн вĕçсе таврана сарăлать.

Авалхи йăлана пăхăнса мăчаварсем пил пачĕç, чÿк турĕç, пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçисем ваттисене асăнса Юпа çумне хăю çыхрĕç. Аптăраман тавраш йăхне тăсакан пăхаттирсем вăй виçрĕç.

Туслăх кăшăлĕ

Чăваш Республикинчи наци-культура пĕрлешĕвĕсен «Туслăх кăшăлĕ» фестивалĕ тĕрлĕ халăх çыннине пĕр сцена çине пуçтарать. Патăрьел районĕнчи «Умарина» ирçе фольклор халăх ансамблĕ 1975 çултах йĕркеленнĕ. Ятне кура панулми пекех хитре хăйсем. Сцена ăстисем ирçелле, вырăсла юрласа кăтартрĕç. Çак кунсенче Эрĕнпур облаçне тухса кайрĕç вĕсем. Унта Сабантуя чĕнсе илнĕ вĕсене.

«Юратса пурăнмалла, юратса, туссем...» - юрлать Комсомольски районĕнчи тутарсен «Мишар» ушкăнĕ. Ватти-вĕттине, çамрăксене пĕрлештерет çак йыш. Тĕрлĕ наци халăхĕ туслă пурăннишĕн савăнмалли тавра калаçрĕ «Мишар» ушкăн пултарулăх ертÿçи Ильнар Хисанов.

Улатăр районĕнчи «Лейне» /»Юханшыв»/ халăх ансамблĕн артисчĕсем çак уявра чунпа каннине палăртрĕç. Шупашкарăн илемлĕ вырăнĕсенче асăнмалăх сăнÿкерĕннĕ вĕсем.

Раççей çăлкуçĕсен сиплĕхĕ

Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале çĕршывăн 16 регионĕнчен /Владимир, Калуга, Мускав, Иваново, Ярославль, Тверь, Рязань, Самар облаçĕсенчен, Крым, Карели, Коми, Мари Эл, Удмурт, Калмăк, Тутарстан, Мордва республикисенчен/ тата Беларуç Республикинчен 19 ушкăн хутшăнчĕ.

Хакас Республикинчи «Палан» ушкăн 4 пин çухрăма хыçа хăварса Шупашкара килсе çитнĕ.

«Тăван киле таврăнсан,

Атте-аннене курсан

Манăн чунăм савăнать

Юрă юрлассăм килет...» - илтĕнет сцена çинчен вĕсем шăрантаракан тăванлăх юрри. «Таçта та хамăрăн ăсталăха кăтартатпăр. Тĕслĕхрен, Тутарстанри Нурлат тăрăхĕнче, Мускавра юрласа ташланă. Пирĕн репетруарта чăваш, вырăс, украин, хакас юррисем пур», - сăмах пуçарчĕ Любовь Николаева. Вăл чылай çул дояркăра ĕçленĕ, халĕ - тивĕçлĕ канура. Сăмах май, çак тăрăхра ачасен «Нарспи», «Сарпике» ансамблĕсене йĕркелесе янă. «Хакас Республикинче чăвашсене хисеплеççĕ. Эпир уявсенче хамăр пултарулăхпа паллаштаратпăр, конкурссенче мала тухатпăр. Чăваш культура центрĕ те йĕркелерĕмĕр. Тăван халăх йăли-йĕркин музейĕ уçас шухăшпа çунатланатпăр», - теççĕ йăхташăмăрсем. Хакасла та юрласа кăтартасшăнччĕ вĕсем, анчах вăхăт хĕсĕк пулни чăрмантарчĕ. Тепрехинче итлесе киленĕпĕр.

Иваново облаçĕнчи «Родники» ташă халăх ансамлĕ те пултарулăхĕпе тыткăнларĕ. «Эпĕ тăватă çултанпах ташлатăп. Кашни утăмрах уяв кăмăлĕ хуçаланать. Шупашкар Арбатĕнчен тăвансем, юлташсем валли сувенирсем илтĕм», - палăртать 15-ри Кристина Лопухина.

«Йăл кулăпа тулнă уявра пулса куртăмăр паян. Çакăнта тĕрлĕ наци çынни пĕр çемьери пек пурăнни çинчен пĕлтĕмĕр. Туслăх хăватне эпир те туятпăр», - чуна уçса калаçрĕç Беларуç хăнисем.

«Пирĕн патра халĕ 12 градус ăшă. Кунта вара - шăрăх. Хĕвел çинче хĕртĕнме те, шыва кĕме те пулать. Хĕрлĕ лапамри уяв илемĕпе киленни те вăй-хал парать пире», - теççĕ Карели Республикинчен килнисем.

«Пур çĕрте те - тасалăх, йĕрке. Уява хак пама сăмах та çитмест. Кĕскен калас тăк - чаплă», - хушса каларĕç Тутарстанри Çĕпрел районĕнчен килнĕ «Сембеле» ушкăн артисчĕсем.

Тĕрĕ ăсти

Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс «Çуллахи юмах» ятпа иртрĕ. Унта çĕршывăн 10 регионĕнчи тата республикăри 50 ăста тупăшрĕ. Тĕрленĕ, йывăçран касса кăларнă, ÿкерсе илемлетнĕ, хурăн хуппипе, ÿсен-тăран материалĕсемпе усă курнă, вĕтĕ шăрçапа илемлетнĕ, пир-авăртан, тăмран, татăк-кĕсĕкрен ăсталанă, пир тĕртсе çĕленĕ ĕçсене 10 номинаципе хакларĕç. Гран-прие Любовь Вазюкова тивĕçрĕ. Вăл туй пĕркенчĕкĕ тĕрленĕ. Унăн ĕçĕ чăваш тĕррин музейĕнче упранĕ. Çĕнтерÿçе Михаил Игнатьев парнепе хавхалантарчĕ.

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче тĕп хулари Карл Маркс урамĕнче чăваш тĕррин музейĕ уçăласси çинчен иртнĕ номерте çырнăччĕ. Унта XIX ĕмĕрчченхи тĕрĕ историне кăтартнă. Çакăнтах хальхи ăстасен ĕçĕсем вырăн тупнă. Каярах «Кĕмĕл арча» зал ĕçлеме пуçлĕ. Унта чăваш хĕрарăмĕсен алки-вăчăрипе паллашма май пулĕ. Музейрех ăсталăх класĕсем йĕркелеме палăртни те - кĕтнĕ пулăм.

Тÿпе те эрешленчĕ

Республикăн тĕп хулинче «Çветтуй Александр Невский» фестиваль старт илчĕ. «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче велочупу иртрĕ.

Çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Шупашкар тÿпи фейерверк çутипе эрешленчĕ. Пĕтĕм тĕнчери «Аслă Çĕнтерĕве - Мухтав» фейерверксен фестивальне Шупашкар, Сергиев Посад, Мускав, Беларуç тата Болгари пиротехникĕсем хутшăнчĕç. Вĕсен ăсталăхне жюри членĕсем кăна мар, куракансем те хак пама пултарчĕç. Чăваш Ен пиротехникĕсене çитекенни пулмарĕ.

Уяв мероприятисем Канаш районĕнче те иртрĕç. Ĕçре палăрнисене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç. Çĕнĕ Юнтапара фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ.

Мария РОМАНСКАЯ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.