Усал шыçă ан аталантăр

6 Утă, 2015

Кăкăрти усал шыççа малтанхи тапхăрта тупса палăртас тĕлĕшпе хатĕрленĕ республика проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать. Куçса çÿрекен хальхи йышши маммограф комплексĕ чылай ял тăрăхĕнче пулнă.

Çĕртме уйăхĕнче кăна 705 хĕрарăмăн кăкăрне тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен улттăшĕн рак пуçланас хăрушлăх пуррине палăртнă. Çав хĕрарăмсене Республикăри клиника онкологи диспансерĕнче тепĕр хут тĕрĕслĕç. Унсăр пуçне 54-шĕн кăкăрĕнче тĕрлĕ чир аталанма тытăнни паллă пулнă. Кăçалхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа 4801 хĕрарăм тĕрĕслев витĕр тухнă, вĕсенчен 54-шĕнне усал шыçă тупнă. Республикăри клиника онкологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕ Лидия Воропаева каланă тăрăх, чире малтанхи тапхăрта тупса палăртни вилекенсен йышне чакарма пулăшать.

Аса илтеретпĕр, 39 çултан иртнĕ хĕрарăмсен çулсерен маммографи тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. 21-рен иртнисене кăкăра хăйсен тĕллĕн тĕрĕслеме тата УЗИ пăхтарма сĕнеççĕ. Диспансеризаци вăхăтĕнче те кăкăра тĕрĕслеттерме май пур. Мĕн те пулсан канăçсăрлантарсан май пур таран хăвăртрах тухтăрпа çыхăнмаллине манмалла мар.

Мария РОМАНСКАЯ.

Рубрика: