Мария РОМАНСКАЯ

13 Авăн, 2014

Айхин юлташĕсем Чăваш Еншĕн тунсăхлаççĕ

Чăваш халăх сăвăçин Геннадий Айхин чикĕ леш енчи юлташĕсем Правительство çуртне пуçтарăнчĕç. Вĕсем, Аслă Британирен, Швецирен, Норвегирен килнĕскерсем, Геннадий Николаевичăн ĕçĕсене куçарса вулакан патне çитереççĕ. Хăнасем амăшне халалланă "Вун пилĕк çултан" сăвва чăвашла, акăлчанла, норвегилле, шведла вулани чуна хускатрĕ.

23 Çурла, 2014

Вăл чăваш сăмахне тĕнче шайне çĕкленĕ

Пурăннă пулсан çак кунсенче Чăваш халăх поэчĕ, Андрей Белый, Пастернак, Франци Академи, Петрарка премийĕсен лауреачĕ Геннадий Айхи /Лисин/ 80 çул тултаратчĕ. Вăл, чăваш поэзипе культурине тĕнчипех сарас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕскер, 2006 çулта йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Геннадий Николаевича тăван ялĕнче, Патăрьел районĕнчи Çĕньялта, пытарнă. Аса илтеретпĕр, вăл - чăваш çыравçин Ева Лисинăн пиччĕшĕ, Алексей Айхи композиторпа Вероника Айхи актрисăн тата пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма хатĕрленекен Анна Айхин ашшĕ.

Pages