Вăл чăваш сăмахне тĕнче шайне çĕкленĕ
Пурăннă пулсан çак кунсенче Чăваш халăх поэчĕ, Андрей Белый, Пастернак, Франци Академи, Петрарка премийĕсен лауреачĕ Геннадий Айхи /Лисин/ 80 çул тултаратчĕ. Вăл, чăваш поэзипе культурине тĕнчипех сарас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕскер, 2006 çулта йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Геннадий Николаевича тăван ялĕнче, Патăрьел районĕнчи Çĕньялта, пытарнă. Аса илтеретпĕр, вăл - чăваш çыравçин Ева Лисинăн пиччĕшĕ, Алексей Айхи композиторпа Вероника Айхи актрисăн тата пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма хатĕрленекен Анна Айхин ашшĕ. Ăна литература енĕпе Нобель премине илме темиçе хут тăратнă.
Геннадий Николаевич учитель çемйинче çуралнă. Ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Патăрьелти педагогика училищи хыççăн çамрăк Мускаври Горький ячĕллĕ Литература институтне вĕренме кĕнĕ. Борис Пастернакпа туслашнăшăн ун хыççăн ятарлă службăсем йĕрлеме пуçланă. Вĕсем çине тăнипе Геннадий Айхие аслă шкултан кăларса янă.
Чăваш каччи Борис Пастернак витĕмĕпе вырăсла çырма пуçланине тата Мускавра юлма шухăш тытнине палăртмалла. Хăйне евĕрлĕ сăвăсем хайланă вăхăтрах тĕнче поэзине чăвашла куçарнă вăл. Çавна май эпир «Франци поэчĕсем», «Венгри поэчĕсем», «Польша поэчĕсем» антологисемпе паллашма пултаратпăр.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчех унăн ĕçĕсене тĕрлĕ çĕр-шывра пичетленĕ. Хамăр тăрăхра Айхин вырăсла сăввисем 1991 çулта тин кун çути курнă.
Игорь Вулох художник та унăн пултарулăхĕнче тарăн йĕр хăварнă. Вĕсем 1961 çулта юлташланнă. Сăмах май, Игорь Вулоха халалланă Троельсон Андесенăн кĕнекинче Геннадий Айхи сăвви те пур.
Унăн ĕçĕсенче аваллăх, чăваш фольклорĕ, халăх культури сăнланнă. Çав вăхăтрах кашни йĕркинче тарăн шухăш пытарăннă.
Геннадий Айхи сăввисене София Губайдулина, Валентин Сильвестров, Валентин Бабик, Александр Раскатов, Виктория Полевая, Ираида Юсупова тата ыттисем юрра хывнă. Çĕньял шкулĕ тата Шупашкарти пĕр проспект унăн ячĕпе хисепленет.
Ева Лисина пиччĕшĕ пирки ăшшăн аса илнине тăтăш илтнĕ. Çавна май сăвăç амăшĕн вырăнĕ патĕнче çĕрĕпе ларнине куç умне кăларатăп. Чуна уçса калаçни иккĕшне пушшех çывăхлатнă. Мускавра пурăнаканскер тăван тăрăхра чăвашла калаçакансене ăмсанни те ыт ахальтен мар. Вăл хăйне çуратнă халăхăн нушипе савăнăçне никамран лайăх туйнă. «Хăйне «вырăс поэчĕ» теме пуçласан яланах тÿрлетсе: «Çук, эпĕ - чăвашла та, вырăсла та çыракан чăваш поэчĕ», - тетчĕ», - палăртать йăмăкĕ. Тăван халăхăн ятне тÿпене çити çĕклеме тăрăшнă вăл.
Çак кунсенче влаç çыннисем, писательсемпе поэтсем унăн вил тăприйĕ çине çитсе килнĕ. Вĕсем çавнашкалах шкулти Айхи музейĕнче, районти тĕп библиотекăра сăвăç пултарулăхĕпе кăсăкланакансемпе тĕл пулнă.
Мария РОМАНСКАЯ.