Сывлăха вырăна тухса тĕрĕслеççĕ

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕ - кăкăрти усал шыçăпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун. Пирĕн çĕршыври тата чикĕ леш енчи сывлăх сыхлав организацийĕсем йĕркелекен мероприятисен тĕп тĕллевĕ - халăха çак чир хăрушлăхĕ пирки тĕплĕнрех каласа кăтартасси. Маларах сипленме пуçласан рака çĕнтерме çăмăлрах. Çакна пурин те ăша хывмалла.

Чăваш Республикинче çулсерен кăкăрти усал шыçăллă 400-е яхăн хĕрарăма шута илеççĕ. Вĕсенчен 70 проценчĕ чире тупса палăртсанах онкологи диспансерĕнче сипленме пуçлать. Хальхи диагностика технологийĕсем 5 миллиметртан пĕчĕкрех усал шыççа та тупса палăртаççĕ. Усал шыçă пуррине пĕлмешкĕн, паллах, тăтăшрах тĕрĕсленмелле.

2015 çулта Чăваш Республикинче кăкăрти усал шыççа пула вилекенсен йышне чакарас тĕллевпе ятарлă программа ĕçлеме пуçларĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче пирĕн тăрăхра «Маммолог онкопатрулĕ» профилактика акцийĕ вăй илчĕ. Çавна май маммограф комплексĕ ял-хула тăрăх çÿреме пуçларĕ. Кăçалхи утă уйăхĕнче онкологи диспансерĕнче телемедицина центрĕ уçăлчĕ. Çак тытăм республикăри медицина учрежденийĕсене, онкологи диспансерне тата Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççейри онкологи наука диспансерне пĕр-пĕринпе çыхăну тытма май парать.

Тухтăрсем хĕрарăмсен çулсерен маммолог тата гинеколог патĕнче тĕрĕсленмелли çинчен аса илтереççĕ. Кăкăр шыçсан, унăн ÿчĕ пĕркеленсен е хытсан çийĕнчех специалистпа çыхăнмалла.

Çак кун республикăри онкологи диспансерĕн ĕçченĕсем тÿрех икĕ çĕрте хĕрарăмсене пуçтарчĕç. Поликлиникăра «Кăкăрти усал шыççа маларах стадире тупса палăртассин кунĕ» акци иртрĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмрисен маммологпа канашлама, ятарлă муляж çинче кăкăра хăйсен тĕллĕн тĕрĕслеме вĕренмешкĕн май пулчĕ.

Акци вăхăтĕнче 78 хĕрарăм тĕрĕслев витĕр тухрĕ. Пĕрин усал шыçă аталанма пуçлани çирĕпленчĕ. 24-шне тĕплĕнрех тĕрĕсленме сĕнчĕç.

- Ку чирпе аптăракансем йышлансах пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен çакна пурнăç йĕркипе, стреспа, аслă ÿсĕмре çуратнипе, кăкăр ĕмĕртменнипе çыхăнтармалла,- палăртать ЧР сывлăх сыхлав министерствин тĕп онкологĕ Сергей Агафонкин.

Маммограф комплексĕ вырнаçтарнă транспорт «Ярмарка» суту-илÿ центрĕн лапамĕнче чарăнчĕ. Çакăнта ĕçлекенсем специалистсем килсе çитичченех черет йышăнма пуçланă. Кăнтăрла тĕлне 30 çын таран пуçтарăннăччĕ. «Тавар сутма ĕлкĕрĕпĕр, сывлăх пĕлтерĕшлĕрех», - теççĕ черет çитессе вăрах кĕтекенсем. Ĕç вырăнĕнчех тĕрĕсленме май килнишĕн çав тери кăмăллă вĕсем. «Кăкăрта хутаçлă шыçă пуррине пĕлнĕренех тĕрĕсленмесĕр юлас килмест», - пытармасть 40-рен иртнĕ Алена. Ыттисем те çулсеренех маммолог патĕнче пулни тавра сăмах пуçарчĕç. Акцие хутшăннисем профилактика мероприятийĕсем çав тери кирлине палăртрĕç.

Çак кун специалистсем «Ярмарка» суту-илÿ комплексĕн 62 ĕçченне йышăнчĕç. Çитес эрне пуçламăшĕнче тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕ хатĕр пулĕ.

 

Мария РОМАНСКАЯ.

Мария РОМАНСКАЯ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.