Атăлта çĕкĕ йышланчĕ

10 Çурла, 2015

Шупашкар шыв управне Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ 10 пин вĕтĕ çĕкĕ кăларса янă.

Вĕсене пулă предприятийĕнче 4 уйăх çитĕнтернĕ. Кашниех 10 грама яхăн, 10-12 сантиметр тăршшĕ пулнă. Тепĕр 5-8 çултан çĕкĕ вăлча сапĕ. Çак пулă 120 сантиметр тăршшĕ çитĕнме, 30 çул пурăнма пултарать.

Ихтиофаунăна йĕркене кĕртмешкĕн гидроэнергетиксене Çĕнĕ Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче пурăнакансем пулăшнă. Экологи акцийĕ вĕсене çутçанталăка упрама вĕрентĕ.

Мария РОМАНСКАЯ.

Рубрика: