Марина ГРИГОРЬЕВА

7 Пуш, 2015

Урнă тилĕ никамран та хăрамасть

Пирĕн тăрăхра уртаракан чир сарăлни сисчĕвлентерт. Усал çак хыпар Мускава та çитнĕ. Ахальтен мар чăваш тиллисем çинчен çĕршыв шайĕнче калаçаççĕ, республикăри лару-тăрăва тишкереççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен канашлура та çакăн тавра сăмах пуçарнă, ку енĕпе çине тăрса ĕçлеме ыйтнă.

28 Нарăс, 2015

Çапкаланчăка хÿтлĕх кирлĕ

Çапкаланчăкăн пурнăçĕ тĕссĕр те кичем. Ăна кирек кам та кÿрентерме пултарать. Апатпа хÿтлĕх шырасах кунпа каç ылмашăннине те сисмест, ахăр, вăл.

Хулара килсĕр кушаксене асăрханă-и? Хуçасăрскерсемшĕн сивĕ те, выçлăх та - яланхи тăшман. Юрать-ха путвала, подъезда кĕрсе ăшăнма май тупаççĕ вĕсем. Чĕрчуна шеллесех хăшĕ-пĕри апат лартса парать. Тÿнтер пурнăç чăнлăхĕпе çырлахма пулать-и вара? Эх, пурне те хăтлă пÿлĕм тупса парасчĕ. Ăшăлăх хăватне туйса курччăр вĕсем - шăнса кÿтнĕскерсем.

14 Нарăс, 2015

Тăкак виçине пĕлес килет-и?

Çак йĕркене пурнăçа кĕртесси çинчен Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2014 çулти июлĕн 25-мĕшĕнчех хушу кăларнă. Пирĕн республикăра медицина пулăшăвĕн хакне пĕлтĕрхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен çырса палăртма пуçланă. Çулталăк вĕçлениччен 238 пин справка панă. Сывлăх сыхлавĕнчи çĕнĕлĕх çинчен халăха массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтернĕ.

31 Кăрлач, 2015

Автан сассине юратнăран...

Çĕр ĕçĕшĕн тунсăхласа хуларан яла куçакан сахал. Вĕсенчен пĕри - Канаш районĕнчи Уçырмари Тамара Антонова. Хĕлĕпех теплицăра симĕс сухан çитĕнтерет вăл. Тул çутăличчен ĕçе пуçăнать те çынсем çывăрма выртсан тин пÿрте кĕрет. Ăна ачисем пулăшаççĕ. Ырми-канми ĕçлесе пуçтарнă укçапа вĕсем хăтлă йăва çавăрнă.

22 Чÿк, 2014

Тĕнче курма юратакансем

Етĕрне районĕнчи Пĕрçырланти "Сăр ен" ансамбль кăçал кăна 30 ытла концерт кăтартнă. Пĕлтĕр 39 çĕре çитнĕ вырăнти артистсем. Тивĕçлĕ канури хĕрарăмсем те килте ларасшăн мар. Çула тухмашкăн Юлия Еремкина ертÿçĕ хăй укçа хатĕрлет. Çĕрме пуянах мар пуль-ха ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Pages