Марина ГРИГОРЬЕВА

27 Нарăс, 2016

Трактор завочĕ çĕнĕлле ĕçлĕ

Çак эрнере РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынипе республикăра ĕçлĕ канашлусем иртнĕ.

Чи малтанах Михаил Викторович вырăнти хăйтытăмлăх пуçлăхĕсемпе, район ертÿçисемпе тĕл пулса муниципалитетсен аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Хыснаран укçа уйăрнипе, халăха ĕçпе тивĕçтернипе, ял хуçалăхĕ аталаннипе, социаллă инфраструктура обьекчĕсене хута янипе кăсăкланнă вăл. Республика, округ, федераци шайĕнчи влаç ертÿçисем пĕрле пуçтарăнса канашлани чи çивĕч ыйтусене татса пама пулăшнине палăртнă хăна.

19 Раштав, 2015

Халăха мĕн хумхантарать?

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çулталăк вĕçĕнче пысăк пресс-конференци ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал 3 сехет те 10 минут тăсăлчĕ вăл. Çĕршыв ертÿçи 39 ыйтăва хуравларĕ.

16 Чÿк, 2015

Кальян... чыхăнтарать

Чăваш Республикинче кальян туртассине хирĕç уйăхлăх пуçланчĕ. Çак эрнере ЧР Сывлăх сыхлав министерствинче мероприятисен планне тишкерчĕç. Чиновниксемпе общество организацийĕсен членĕсем усал йăлапа кĕрешес ĕçе вăйлатасшăн.

Юлашки çулсенче табак йышне кĕмен хутăш туртасси сарăлчĕ. Çакна саккун хирĕçлемест. Çавна май уйрăмах çамрăксем ресторанта, кафере, кану ытти вырăнĕнче кальян туртма пуçларĕç. Çакă, шел те, модăна кĕчĕ.

19 Юпа, 2015

Пĕрешкел пулмасан та юрать...

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче республикăра Пĕтĕм тĕнчери «Пĕрешкел пулмасан та юрать» фестиваль виççĕмĕш хут уçăлчĕ. Ăна Раççей Культура министерстви уйăракан грант укçипе йĕркелеççĕ. Пуканеçĕсем хăйнеевĕрлĕ куракана уяв кăмăлĕ парнелени нимрен хаклă.

Беларуçран, Казахстанран, Удмурт Республикинчен, Пушкăртстанран, Крымран, Тутарстанран, Белгород, Курган, Мускав облаçĕсенчен хăнасем килсе çитрĕç чăваш çĕрĕ çине. Мероприяти программи яланхи пекех пуян. Спектакль кăтартнисĕр пуçне семинар-практикумсем, ăсталăх класĕсем йĕркеленине куракансем хăнăхрĕç ĕнтĕ.

17 Юпа, 2015

Лавр кăшăлĕпе çуралнă Лаура

«Лаура пирĕншĕн тăван хĕр пекех. Ятне те хамах суйланă. Çамрăк чухне Итали фильмĕсене килĕштереттĕм. Унти пĕр сăнара Лаура тесе чĕнетчĕç», - усрав хĕрĕ пирки каласа кăтартать Етĕрне районĕнчи Кăкшăмри Зоя Константиновна. Килте юратса-ачашласа «Лаурита», «Лавришка» теççĕ ăна.

Pages