Кальян... чыхăнтарать

16 Чÿк, 2015

Чăваш Республикинче кальян туртассине хирĕç уйăхлăх пуçланчĕ. Çак эрнере ЧР Сывлăх сыхлав министерствинче мероприятисен планне тишкерчĕç. Чиновниксемпе общество организацийĕсен членĕсем усал йăлапа кĕрешес ĕçе вăйлатасшăн.

Юлашки çулсенче табак йышне кĕмен хутăш туртасси сарăлчĕ. Çакна саккун хирĕçлемест. Çавна май уйрăмах çамрăксем ресторанта, кафере, кану ытти вырăнĕнче кальян туртма пуçларĕç. Çакă, шел те, модăна кĕчĕ.

Тухтăрсем каланă тăрăх, кальян организма пирусран ытларах сиен кÿрет. ЧР сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ Ирина Булыгина психиатр-нарколог «Сывă наци» общество организацийĕн ертÿçипе Кирилл Лукинпа, социаллă тата культура программисене пурнăçа кĕртме пулăшакан «Чăваш Ен» фонд президенчĕпе Михаил Федотовпа рейд ирттернĕ, тĕп хулари кальян туртакан вырăнсене кĕрсе тухнă. Унти вараланчăк тĕлĕнтернĕ, тĕтĕм-сĕрĕм чыхăнтарнă вĕсене. Ахальтен мар сывă пурнăç йĕркине саракансем çак вырăна тамăкпа танлаштарчĕç. «Кальян сĕрĕмĕ, чи малтанах, нерв тытăмне шар кăтартать. Çавна май çын тăнне çухатма пултарать е пĕр вĕçĕм пуç ыратать унăн», - ăнлантарать Ирина Евгеньевна. Кальян туртнă чухне сурчăкпа туберкулез, герпес, анлă сарăлнă инфекци ытти чирĕ куçать. Темшĕн çакна ăша хывасшăн мар çамрăк ăру.

ЧР экономика аталанăвĕн министерствин сектор ертÿçи Имма Иванова çирĕплетнĕ тăрăх, апатлану предприятийĕсен пуçлăхĕсенчен хăшĕ-пĕри, кальян сиенĕ пирки пĕлсен, унпа усă курма чарнă. Теприсем, тĕтĕмĕ ыттисене ан чăрмантартăр тесе, ун валли уйрăм вырăн уйăрнă.

Йĕрке хуралçисем кальяна тултармалли хутăшра табак тупсан предпринимательсене административлă е уголовлă явап тыттарассине каларĕç.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Рубрика: