Марина ГРИГОРЬЕВА

4 Юпа, 2014

Вăрăм ĕмĕрлĕ Валентина Элпи

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Элпи /Валентина Андреевна Андреева/ çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. 1913 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкасси ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă вăл.

20 Авăн, 2014

Хресчен пурнăçĕ çăмăлланать

"Трактор е трицикл çине ларса пăхас-и?" - Лазаревсен килĕнчи техникăна курсан манăн пуçа çакнашкал шухăш пырса кĕчĕ. Унашкаллине урăх ниçта та курман. Иккĕшне те кил хуçи хăй пуçтарнă. "Минск" мотоциклтан ăсталанă трициклпа ним мар 3 михĕ çĕр улми е тырă турттарма пулать.

6 Авăн, 2014

Çуралсанах куç хывнă та...

Çĕрпÿри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи, депутат, халăха социаллă пулăшу паракан центрăн пуçлăхĕ Наталья Михайловна çут тĕнчене хĕлле килнĕ. Ача çуратмалли çуртран илсе тухнăскерне çийĕнчех киле илсе çитереймен. Çула юр хÿсе лартнăран ăшăнмашкăн Тĕнсĕрти Ильинсем патне илсе кĕнĕ ăна.

30 Çурла, 2014

«Чăваш Левитанĕ»

Раççей тата Чăваш халăх артисчĕ, К.Станиславский ячĕллĕ РСФСР патшалăх премийĕн лауреачĕ Виктор Родионов çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Аслă ăру çыннисем унăн сăнарĕсене лайăх ас тăваççĕ. 40 çул хушшинче 300 ытла спектакльте вылянă вăл. Пĕтĕм халăх пĕлекен Тăхтамана, Дзержинские, Иван Яковлева, Никита Бичурина, Муса Джалиле...

9 Çурла, 2014

Ял-йышран ан юл, ялан пĕрле пул

Пушкăртра Михаил Егорова «Мичурин» теççĕ. Сад ĕçне юратнăшăн хисеплесе çакнашкал хушма ят панă ăна ял-йыш. Сакăр вуннăри арçын хапха алăкне уçнине илтсе нÿхрепрен васкаса тухрĕ. Унта юсав ĕçĕсем пуçланă иккен. Унтан пахча картине çĕнетесшĕн вăл.

Pages