«Чăваш Левитанĕ»

Раççей тата Чăваш халăх артисчĕ, К.Станиславский ячĕллĕ РСФСР патшалăх премийĕн лауреачĕ Виктор Родионов çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Аслă ăру çыннисем унăн сăнарĕсене лайăх ас тăваççĕ. 40 çул хушшинче 300 ытла спектакльте вылянă вăл. Пĕтĕм халăх пĕлекен Тăхтамана, Дзержинские, Иван Яковлева, Никита Бичурина, Муса Джалиле... çав тери ĕнентерÿллĕ кăтартнă.

Виктор Родионова кашни ялта кĕтнĕ. Куракансем унăн пултарулăхĕ çинчен пĕр вĕçĕм калаçнă. Чăваш радио итлекенĕсем ăна сасăранах палланă. Ахальтен мар ун пирки «Чăваш Левитанĕ» тенĕ. Сăмах май, вăл Шупашкар районĕнчи Шемшерте пуп çемйинче çитĕннĕ. Сакăр çултах ашшĕсĕр юлнă. Вырăс çемйинче çитĕннĕскер чăвашла калаçман.

Çамрăка театр студине тÿрех йышăнман, музыка училищине кайма сĕннĕ. Унтан вĕренсе тухсан тин драма театрĕн оркестрне лекнĕ вăл. Ачаллах артист пулма ĕмĕтленекенскерне вăхăт иртнĕçемĕн пĕчĕкрех сăнарсем пама пуçланă. Кайран чăваш артисчĕсемпе пĕрле А.Луначарский ячĕллĕ Мускав патшалăх театр институтĕнче пĕлÿ пухнă. Виктор Родионов хăçан та пулин чăвашла таса калаçма вĕренесси Мускав педагогĕсене те иккĕлентернĕ. Тĕллеве пурнăçа кĕртме ăнтăлни пур йывăрлăха та хыçа хăварма пулăшнă ăна. Чăваш театрĕнче çакнашкал тĕслĕх урăх пулман.

«Эпир малтан «çăлтăр» сăмахпа усă курман. Халĕ шухăшлатăп та, Виктор Родионов чи çутă çăлтăр пулнă. Чи пултаруллă, чи хитре, чи вăйлă артистчĕ вăл. Кулăш нумай пĕлетчĕ. Çакă пире пурне те пурăнма пулăшнă. Студент чухнех хăйĕн сăнарĕсемпе пире тыткăнланă. Тĕлĕнмелле тытатчĕ хăйне сцена çинче. Скалозуб сăнарне мĕнешкел ăста калăпларĕ. Шупашкара килсен те ăна тÿрех тĕп рольсем пама пуçларĕç. Паян трагедире, ыран сатирăра выляма пултаратчĕ вăл.

Пĕрре, сывлăхĕ хавшанă вăхăтра, вахтер патĕнчи пукан çинче ларатчĕ. Иксĕмĕр калаçса кайрăмăр. «Вера, театрсăр ман пурнăç çук», - терĕ.

Виктор Родионов пек артист урăх пулмĕ. Çапах та ыттисен унăн шайне çитме ăнтăлмалла. Пĕрле ĕçлеме тÿр килнишĕн ăна чун-чĕререн тав тăватăп», - сăмах илчĕ унпа пĕрле вĕреннĕ СССР халăх артистки Вера Кузьмина.

«Паллăран та паллă артист пулнă вăл», - аса илĕве тăсрĕ К.В.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи Валерий Яковлев. Сцена ăсти хĕрне Аленăна, мăшăрне Зоя Ивановнăна çав тери хытă юратнине палăртрĕ. Унăн тĕпренчĕкĕсем, ытти артистсен ачисем пекех, театртах çитĕннĕ. Çавăнпах Елена Викторовнăна аслă ăру артисчĕсем ыталасах илчĕç. «Манăн та атте çулĕпе утас шухăш пурччĕ. «Эсĕ вăтанчăк тата сценăран хăратăн - санран артист пулмасть», - терĕ çывăх çын», - пытармасть унăн ытарайми хĕрĕ.

«Викторпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнишĕн мухтанатăп. Вăл сцена çине пĕр утăм тусанах çынсем алă çупма пуçлатчĕç. Унăн интеллигентлăхĕ кирек кама та тĕлĕнтернĕ. Спектакль вăхăтĕнче темĕнле лару-тăруран та тухма пултаратчĕ. Хамăр сăнар çинчен шухăшламасăр вăл вылянине сăнаттăмăр. Виктор Родионовăн Тăхтаманĕ апат çини мĕне тăратчĕ... Сĕтел çине пĕр тĕпренчĕк те хăварман. Тасалăха, çăкăр çитсе пыманнине кăтартнă çакă.

Пĕррехинче мана, хĕрсене выляканскерне, «Пушар лаши» спектакльте 80-90 çулти кинемей рольне пачĕç. Режиссер тертленсе çитрĕ - сăнар ниепле те пулса çитеймест. Тăхтав вăхăтĕнче Виктор Иосифович айккине чĕнсе кăштах ăнлантарчĕ. Çакăн хыççăн йăлтах çыпăçса кайрĕ.

Йыш хушăнсан мăшăрĕпе иккĕшĕ пирĕн пата килнĕччĕ. Вăл саламлани мĕнешкел пысăк чыс пулнă», - тет Раççей халăх артистки Нина Григорьева.

«Виктор Родионовăн сăнĕпе сăнарĕсем çаплипех манăн куç умĕнче. Ун çинчен сăмахпа каласа çитерме çук, ăна чĕрĕлле курмалла пулнă. Унăн пултарулăхĕ чун-чĕре витĕр тухса ĕмĕрлĕхех йĕр хăварнă. 4-мĕш курсра вĕреннĕ чухне Виктор Иосифович урамра чарăнса сывлăх сунни, калаçни нихăçан та манăçмĕ. Ăна никампа та танлаштарма çук. Вăл - хăй пĕр тĕнче», - аса илет Раççей халăх артистки Нина Яковлева.

Чăваш академи драма театрĕнче Виктор Родионовăн пурнăçĕпе пултарулăхне кăтартакан сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлнă. Телекурав фондĕнче упранса юлнă спектакльсем урлă унăн сăнарĕсемпе киленме пулать. Çавнашкалах куçарнă фильмсенче нумай артиста чăвашла калаçтарнă вăл. Виктор Иосифович театр ĕçченĕсен пĕрлĕхне 30 çул ытла ертсе пынă. Çав вăхăтра сцена ăстисен çĕр-çĕр ыйтăвне татса панă.

Елена Харькова пурнăçран уйрăлнă артистсене, çав йышра хăйĕн ашшĕне те, асра тытнăшăн, вĕсем çинчен ыттисене каласа кăтартнăшăн театр ĕçченĕсене тав турĕ.

 

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Театр архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Марина ГРИГОРЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.