Автана шухă пулни те килĕшет
Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмри Галина Ефимова тивĕçлĕ канăва тухичченех "Çĕнĕ çул" хуçалăхра бухгалтерта ĕçленĕ. Курăр-ха, ячĕ те çывхарса килекен уявпа çыхăннă. Халĕ мăшăрĕпе иккĕшĕ килте выльăх усраççĕ, вăй çитнĕ таран ачисене, мăнукĕсене пулăшаççĕ. Унсăр пуçне Галина Вячеславовна пахчари йĕлтĕр йĕрĕшĕн яваплă. Элĕкре пурăнакан мăнукĕсем спортпа туслаштарнă ăна. "Йĕлтĕр йĕрĕ çухалман-и?" — хăнана килсен пÿрте кĕричченех тĕрĕслеççĕ арçын ачасем. Куç пек кĕтнĕ хăнасем киличчен асламăшĕ ярăнса килме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çемйипех "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" спорт ăмăртăвне хутшăнаççĕ вĕсем. Шкул ачисем Алешăпа Дима конькипе ярăнма та вăхăт тупаççĕ.