Трактор завочĕ çĕнĕлле ĕçлĕ

27 Нарăс, 2016

Çак эрнере РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынипе республикăра ĕçлĕ канашлусем иртнĕ.

Чи малтанах Михаил Викторович вырăнти хăйтытăмлăх пуçлăхĕсемпе, район ертÿçисемпе тĕл пулса муниципалитетсен аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Хыснаран укçа уйăрнипе, халăха ĕçпе тивĕçтернипе, ял хуçалăхĕ аталаннипе, социаллă инфраструктура обьекчĕсене хута янипе кăсăкланнă вăл. Республика, округ, федераци шайĕнчи влаç ертÿçисем пĕрле пуçтарăнса канашлани чи çивĕч ыйтусене татса пама пулăшнине палăртнă хăна.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра обществăпа политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Ял-хулара пурăнакансемпе тăтăш тĕл пулни, муниципалитетсен социаллă экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явни, уйăхсерен ирттерекен пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсенче вырăнти лару-тăрупа паллашни халăхпа влаç хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме май пани çине пусăм тунă вăл.

Михаил Бабич çавăн пекех "Трактор завочĕсем" концерн предприятийĕсенчи лару-тăру тавра та калаçнă. Полномочиллĕ представитель çирĕплетнĕ тăрăх, вĕсен ĕçĕ республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине пысăк витĕм кÿрет. Çак тытăмра 8 пин çын ытла вăй хурать. Халĕ тавар ыйтакан сахаллипе тата кредит парăмĕ ÿснипе концерн финанс йывăрлăхне кĕрсе ÿкнĕ. Пĕлтĕр, малтанхи çулпа танлаштарсан, продукци 2,3 хут сахалрах ăсатнă. Ĕç вырăнĕсене кĕскетес хăрушлăх пур. Предприятин вакун, строительство, йывăр техникăн чи лайăх тĕсĕсене кăларма пуçламаллине кашниех ăнланать. Концерн çĕнĕрен вăй илтĕр тесе Раççей Президенчĕ финанс, управлени тата нормативлă йышăнусем тумашкăн хушнă.

Михаил Игнатьев концерн предприятийĕсенчи лару-тăрăва йĕркене кĕртни регионшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă: паян 4,5 пин çын кĕскетнĕ кун йĕркине суйласа илнĕ, ĕçсĕр е хăй шучĕпе отпуск илнĕ. Çавна май квалификациллĕ специалистсене тытса тăма йывăр.

Михаил Бабич шухăшĕпе - "Трактор завочĕсен" ертÿлĕхĕн тата регион влаçĕн лару-тăрăва лайăхлатма, çынсене ĕçпе тата социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермешкĕн пур майпа усă курмалла. Вăл хăй те пулăшма хатĕр.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.