Лавр кăшăлĕпе çуралнă Лаура
«Лаура пирĕншĕн тăван хĕр пекех. Ятне те хамах суйланă. Çамрăк чухне Итали фильмĕсене килĕштереттĕм. Унти пĕр сăнара Лаура тесе чĕнетчĕç», - усрав хĕрĕ пирки каласа кăтартать Етĕрне районĕнчи Кăкшăмри Зоя Константиновна. Килте юратса-ачашласа «Лаурита», «Лавришка» теççĕ ăна. Сафейкинсем ют çынсемех мар уншăн. Лаура - кил хуçи арăмĕн пĕртăванăн хĕрĕ. Зоя Константиновна - унăн хреснамăшĕ те.
Халĕ çамрăк Палтайри вăтам шкулта 11-мĕш класра пĕлÿ илет. Чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри вăл. Унсăр пуçне общество ĕçне хастар хутшăнать. Çамрăк тĕпчевçĕсен клубĕнче чун киленĕçне тупнă хĕр. Вĕренекенсем тăрăшнипех шкул музейĕ çĕнĕ экспонатсемпе пуянланать. Стендсене те улăштарсах тăраççĕ.
Лаурăн кубокĕсемпе медалĕсене шутласа кăларма çук. Килте типтерлĕ упранаççĕ вĕсем. Йĕлтĕр сырсан, тĕслĕхрен, ăна тантăшĕсем хăваласа çитеймĕç. «Кăçал Етĕрне хула кунне уявлама кайсан та кубокпа таврăнчĕ. Ун чухне конкурса хутшăнма та палăртман вăл», - хĕрĕн черетлĕ çитĕнĕвĕпе паллаштарать Зоя Константиновна. Хĕрача пуçлăмăш класрах республика шайĕнчи конкурсра çĕнтерсе Мускава кайма ирĕк çĕнсе илнĕ.
«Çакăнта илсе килсенех Лаурăпа шкула хатĕрленме пуçларăмăр. Çырма, вулама пĕлменшĕн шултра куççульпе йĕчĕ вăл. Кайран хăех саспаллисене çыпăçтарма пуçларĕ», - калаçăва хутшăнать Николай Михайлович. «Ку ача мĕнле вĕренĕ-ши?» - теттĕмĕр. Сăлтавсăрах пăшăрханнă-мĕн. Лаура пирĕнпе пĕрле пурăннăшăн хĕпĕртетпĕр çеç», - чунне уçать çемье вучахне упракан.
Сафейкинсен шухăшĕпе, ачана ытлашши иртĕхтермелле мар, пĕчĕкренех укçа тытма хăнăхтармалла. Çук, ытла перекетлĕ пурăнни мар çакă. Кирлĕ мар япала туянса тăкакланмасан та юрать.
Вĕрентекенсем те мухтаççĕ ăна. «Халĕ патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма хатĕрленет Лаура. Ĕне сутарнисĕр пуçне килти урăх ĕçпе чăрмантарас килмест ăна. Вулатăр, çыртăр, шутлатăр... Вăл кашни кун çывăрма выртичченех вĕренет», - палăртаççĕ Сафейкинсем.
Лаура Васильева шкул хаççăн пĕлĕвне Мускавра тарăнлатасшăн. «Лайăха хăнăхрăмăр та хĕрĕме килтен те кăларса ярас килмест», - салхуланса та илет кил хуçи арăмĕ.
Лаура ят лавр кăшăлĕпех çуралнине пĕлтерет. Апла тăк вăл çĕнтерме, малтисен йышĕнче пулма килнĕ çак тĕнчене. Ят пĕлтерĕшне те хăйĕн пултарулăхĕпе çирĕплетнĕ çамрăк. Чи маттурисене кăна республика Пуçлăхĕн стипендине параççĕ.
«Хальлĕхе пĕр пусне те тăкакламан. Пуçтарăнса пыракан стипенди аслă шкула вĕренме кĕрсен кирлĕ пулĕ», - тет пике.
Марина ГРИГОРЬЕВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.