Автан сассине юратнăран...

31 Кăрлач, 2015

Çĕр ĕçĕшĕн тунсăхласа хуларан яла куçакан сахал. Вĕсенчен пĕри - Канаш районĕнчи Уçырмари Тамара Антонова. Хĕлĕпех теплицăра симĕс сухан çитĕнтерет вăл. Тул çутăличчен ĕçе пуçăнать те çынсем çывăрма выртсан тин пÿрте кĕрет. Ăна ачисем пулăшаççĕ. Ырми-канми ĕçлесе пуçтарнă укçапа вĕсем хăтлă йăва çавăрнă. Стройматериал туянма патшалăхран кивçен те илмен.

Пĕлтĕр Тамара Сергеевнăпа унăн хĕрĕ Людмила 1985 çултанпа пушă выртнă çĕр лаптăкне тара илнĕ. Унта пахчаçимĕç лартса ÿстернĕ. Ĕç хатĕрĕсене упрама кĕлет çĕклесе лартнă. Унсăр пуçне çакăнта электричество çитерме палăртса хунă. Капла ÿсен-тăран шăварма меллĕ пулĕ. Пичкере хăярпа купăста тăварлама та ÿркенмен ялта тĕпленнисем.

Калча çитĕнтересси те - вĕсемшĕн чун киленĕçĕ. Ку килте хăяр та хĕвел хĕртме пуçличченех пулса çитет.

«Эпĕ автан авăтнине юрататăп. Çавăнпа та ялта лайăх», - тет Тамара Антонова. Манпа калаçса сывлăш çавăрса илнĕ хыççăнăх сухан ещĕкĕсем патнелле васкарĕ вăл.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.