Ирина АЛЕКСЕЕВА

27 Юпа, 2016

Çынсен чунсăрлăхĕ сусăр чĕрине амантать

Катя Самойлова 16 çул тултарсан йытă-повадырь пирки /куç япăх тата пачах курман çынсене ертсе çӳремешкĕн ятарласа вĕрентнĕ йытă/ ĕмĕтленме тытăннă. 18-мĕш çуралнă кунне паллă тусанах вăл çакнашкал йытăсене хатĕрлекен шкула кашни кун тенĕ пекех шăнкăравлама пуçланă. Вăхăт нумаях та иртмен — Катьăна Мускава тăватă ураллă тусĕпе паллашмашкăн чĕннĕ. «Час-часах шăнкăравланă хĕрача килчĕ», — Чăваш Ен ачине курсан пăшăлтатма тытăннă пансионатра. Катя Вакса ятлă лабрадорпа тӳрех пĕр чĕлхе тупнă. Чăваш Ене таврăннă чухне Çĕр çинче унран телейлĕ çын пулман: тинех вăл шкула хăй тĕллĕн çӳреме тытăнĕ, ашшĕ-амăшĕ пулăшмасăрах уçăлма тухĕ…

6 Юпа, 2016

Вырмара çывăрма та вăхăт çук

5-6 çул каялла Ехремкассинче пурăнакан Олег Михайлов шăллĕпе Алексейпа пĕрле Мускава шапаша кайнă. Кашнине 45-шер пин тенкĕ шалу тÿлеме шантарнă. Мĕн тĕлĕнмелли пур ĕнтĕ: вĕсене те, чылай çын пекех, шăнман пăр çине лартса янă. Иккĕшне 8-шар пин тенкĕ, çул укçине саплаштармалăх, тыттарса янă.

29 Авăн, 2016

Чиркÿре юрланăшăн хисеплĕ ят паман

1935 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕ. Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнче пурăнакан Христофоровсен çемйинче иккĕмĕш ывăл кун çути курнă. Çемье пуçĕ ачана ят хурас тесе Ял канашне чупнă. «Мĕн ятлă?» — ыйтнă унта ĕçлекенсем. «Иван», — те хăлхи лайăх илтменрен, те ăнланманран арçын хăйĕн ятне пĕлтернĕ. Ял канашĕн ĕçченĕ çырнă: Иван. Арçын тинех тăна кĕнĕ: ара, унран ача ятне ыйтнă-çке-ха!

18 Çурла, 2016

Кăркка ĕрчетме 4 миллион тенкĕ тăкакланă

Çĕмĕрле хулинче пурăнакан Шестаковсен кĕçех 1-мĕш класа каякан кĕçĕн хĕрĕн Машăн хăйне евĕр хаваслă вăйă пур. Хĕрача хĕрлĕ шăлавар тăхăнса кăрккасен картишне кĕрет те çил ачи евĕр чупма тытăнать. Лешсем сасă кăларса ун хыççăн васкаççĕ.

Pages