Чиркÿре юрланăшăн хисеплĕ ят паман
1935 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕ. Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнче пурăнакан Христофоровсен çемйинче иккĕмĕш ывăл кун çути курнă. Çемье пуçĕ ачана ят хурас тесе Ял канашне чупнă. «Мĕн ятлă?» — ыйтнă унта ĕçлекенсем. «Иван», — те хăлхи лайăх илтменрен, те ăнланманран арçын хăйĕн ятне пĕлтернĕ. Ял канашĕн ĕçченĕ çырнă: Иван. Арçын тинех тăна кĕнĕ: ара, унран ача ятне ыйтнă-çке-ха! Мăшăрĕпе иккĕшĕ арçын ачана Николай тесе чĕнме калаçса татăлнă вĕт. «Юрĕ, çырнине чĕрер мар. Пултăр апла Иван», — тенĕ те арçын килелле утнă. Арăмĕ те, упăшкине нихçан та хирĕç чĕнсе курманскер, килĕшнĕ. Çапла килнĕ Çĕр çине ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванович ХРИСТОФОРОВ. Малалла вулас...