Ирина АЛЕКСЕЕВА

24 Раштав, 2015

Куççуль тухичченех култараççĕ

Чăваш эстрада артисчĕсем куракансене çĕнĕрен те çĕнĕ программăсемпе савăнтарма тăрăшаççĕ. Кулăш ĕмĕре тăсма пулăшать. Чăнах та, раштавăн 16-мĕшĕнче иртнĕ «Чăваш Womаn» шоу-концертран савăк кăмăлпа таврăнтăм.

17 Раштав, 2015

Чăваш пики Крымра канĕ

Чăваш пики тесен куç умне сăпайлă та ăслă, çаврăнăçуллă та хÿхĕм хĕр тухса тăрать. Чăваш хĕр-упраçĕ ĕлĕкренпех ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Çакăн пек шухăшсемпе Шупашкарти филармони алăкне уçрăм. Чăвашлăх шăрши кĕрет кунта. Каçал тăрăхĕнчен килнĕ фольклор ушкăнĕ зала юрă-ташăпа тултарчĕ.

17 Раштав, 2015

Хăрах алăпа нуски те çыхать, шыв та йăтать

«Çăм арлаймастăп, чĕнтĕр çыхаймастăп», - терĕ хăнасене тарават кĕтсе илме пĕлекен Валентина Бурмистрова. Кĕнчеле те тытса ларĕччĕ вăл, çекĕлпе чĕнтĕрлĕ салфетка та çыхĕччĕ - ку ĕçсене тума пĕлет Валентина Моисеевна. Анчах… Хăрах алăллă вăл. 52 çул çапла пурăнать. Куншăн нихăçан та ÿпкелешмен. Шăпи çапла килсе тухнă - чăтнă, хăнăхнă та малалла пурăннă. Пĕр алăсăр юлсан чун тĕпренчĕкне юратни каялла чакма паман ăна.

"Ял-йыша култарман…"

26 Чÿк, 2015

Наркăмăшлă эрех Раççейĕпех сарăлнă

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пакунлисем ялсенчи «усламçăсемпе» кĕрешетчĕç. Ун чухне чылай килте сăмакун юхтарнă, хăшĕ-пĕри ăна сутнă та. Милици тĕрĕслевпе çитсен çынсем хăранипе сăмакун аппаратне юр айне пытарни, çырмана ывăтни мĕн чухлĕ пулнă-ши? Ку енĕпе халĕ лару-тăру çивĕч темелле мар.

26 Чÿк, 2015

Пилĕк ачапа юлсан та пуç усман

«Йывăр пурнăç йăвантарĕ, ула пурнăç улаттарĕ», - ваттисем пĕлмесĕр çапла каламан. Çын мĕн чухлĕ чăтма пултарнине кура Турă ăна йывăрлăх ярса парать теççĕ халăхра. Элĕк районĕнчи Тури Хурасанта пурăнакан Виталий Филипповăн чăтăмлăхне те шăпа тĕрĕсленĕ тейĕн.

Pages