Пилĕк ачапа юлсан та пуç усман

26 Чÿк, 2015

«Йывăр пурнăç йăвантарĕ, ула пурнăç улаттарĕ», - ваттисем пĕлмесĕр çапла каламан. Çын мĕн чухлĕ чăтма пултарнине кура Турă ăна йывăрлăх ярса парать теççĕ халăхра. Элĕк районĕнчи Тури Хурасанта пурăнакан Виталий Филипповăн чăтăмлăхне те шăпа тĕрĕсленĕ тейĕн. Хуйхă çине хуйхă йăтăнса ансан этем епле тÿстĕр? Арçынсем макăрмаççĕ теççĕ, анчах Çĕр çинчен чи çывăх та юратнă çыннисем леш тĕнчене куçсан унăн та чĕри куççульпе тулать… Чунĕ выçă кашкăр пек уласа йĕрсен те çирĕп утăмпа малалла утнă Виталий Иванович. Чÿкĕн 30-мĕшĕнче 60 çул тултарать вăл. Хыçа юлнă çулсем сахал та, нумай та мар. Анчах вĕсенче мĕн чухлĕ куççуль, ырату, çухату…

Амăшĕ салтака ăсатайман

Виталий Филиппов Юнтапа Сурăм ялĕнче çуралнă. Амăшĕ упăшкинчен уйрăлсан икĕ ачипе Тури Хурасана куçса килнĕ вĕсем. Каччă пĕвне кĕрсен ялти хĕре килĕштернĕ вăл. Виталий Иванович 18 çул тултарсан хăйне салтака илсе каяссине кĕтнĕ. Кĕркунне унăн ячĕ те тухасса пĕлнĕ вăл. Анчах çурла уйăхĕнче çемьене хуйхă çапса хуçнă. Амăшĕ йывăр чире пула икĕ ачине тăлăха хăварнă. Мария Филипповна ывăлне салтака пил парса ăсатас вырăнне сивĕ тăпрапа хупланнă. 53 çулта кăна пулнă вăл ун чухне. Анчах усал шыçă вĕттине те, ваттине те шеллемест-çке. Мария Филипповна хăй чирлине пĕлсен Йошкар-Олара сипленнĕ. Кун хыççăн унăн йывăр ĕçлеме пачах юраман. Анчах ялта пурăнакан пĕччен хĕрарăм хăйне шеллесе маччаналла пăхса выртаять-и вара? Килте ĕçлеме çын çук: утă-улăма капана хывнă, пахчара вăй юлмичченех чакаланнă… Ун чухне ыратнине ирттерекен эмел пулман. Ÿт-пĕвĕ этем тÿсмелле мар ыратнăран Мария Филипповна кравачĕ патне пырса тăнă икĕ ачине нимĕн те калайман, пĕр вĕçĕм хачăпа çĕçĕ пама ыйтнă вăл, туртса сурнă вырăнне касма ÿкĕтленĕ… Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.