Ирина АЛЕКСЕЕВА

28 Çу, 2015

Ачасемшĕн вĕрентекен те, юлташ та

Оксана Кирпичникова Муркаш районĕнчи Пиккикассинче çуралса ÿснĕ. Çемьери пĕртен-пĕр хĕр шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вырăс литературине çав тери кăмăлланă.

28 Çу, 2015

"Хорло" фильма проката кăларасшăн

Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль вĕçленчĕ. Япăх мар иртрĕ вăл. Фильмсене халăх хапăлласах курчĕ. Пахалăхĕпе начар мар, сюжечĕсем - интереслĕ.

21 Çу, 2015

Финн актерĕ чăвашсемпе паллашасшăн

Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Марат Никитин режиссер Шупашкарта иртекен кинофестивале килнĕ май лайăх хыпар пĕлтерчĕ. Кĕçех, август-сентябрь уйăхĕсенче, Чăваш Ене финн актерĕ Вилле Хаапасало килмелле. Вăл пирĕн пата «Волга с Вилле Хаапасало за 30 дней» проектпа çитĕ.

21 Çу, 2015

Концлагерьте тăраниччен шыв та ĕçсе курман

Зинаида Соловьева йывăр та асаплă кун-çулне куççульсĕр аса илеймест. Темĕн те курма тивнĕ унăн. Йăлтах - ирсĕр нимĕçсене пула. Çемйипех нимĕçсен концлагерĕнче пурăннă вĕсем. Виçĕ çула яхăн хăйсене чĕр тамăкри пек туйнă. Хĕвел те курман, уçă сывлăшпа та ирĕклĕн сывлайман...

Pages