Ирина АЛЕКСЕЕВА

14 Çу, 2015

“Мăшăрăн ĕмĕтне пурнăçларăм”

Ыран мĕн пулассине пĕлме çук. Хура тачка пĕлĕт те сарă хĕвеле тăрук хуплама пултарать. Вăрнар районĕнчи Тăвальушкăнь Ялтăра ялĕнче пурăнакан Ивановсен çемйине те инкек кĕтмен çĕртен килнĕ.

14 Çу, 2015

Тăлăхсем кил ăшшине туйса ÿсчĕр

"Тăлăх турата тăвăл та хуçать", - тенĕ ваттисем. Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене те йывăр. Аслисен кĕçĕннисене хăй вăхăтĕнче тивĕçлĕ воспитани памалла. Анчах тĕпренчĕкĕсене çуратсанах пăрахса хăварнине, ĕçкĕпе иртĕхекен ашшĕ-амăшĕ ачисем çине алă сулнине епле ăнлантарма пулать-ши?

7 Çу, 2015

Хĕлле Сăртан шыв ĕçсен те чирлемен

Вăрнар районĕнчи Юпшик Ялтăра ялĕнче çуралнă Ольга Африканова Аçăмçырминче тĕпленнĕ мăнукĕн çемйинче пурăнать. Унта - куç тулли савăнăç. Пÿрте мăнукĕн виçĕ ачин сасси хаваслăхпа тултарать.

7 Çу, 2015

Чăваш каччи танкра чутах çунса кайман

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кĕрлев ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан 96 çулти Алексей Яковлевăн хăйĕн ĕмĕрĕнче темĕн те курма тивнĕ. Ветеран виçĕ вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă.

30 Ака, 2015

Выçă Ленинградра йытă-кушак та, кайăк-кĕшĕк те юлман

Вĕсен ачалăхĕ пулман. Нимĕç бомбисем ÿксе хăрушшăн çурăлнисене итлесе, çĕрпÿртсенче пытанса, фашистсен самолечĕн сасси çывхарсан тăр-тăр чĕтресе ÿснĕ вĕсем. Ленинград блокадинче пулнисене питĕ йывăр килнĕ. Выçă, сивĕ... Таврана виле шăрши сарăлнă. Хула пушанса та пушанса пынă. Уйăхĕ-уйăхĕпе выçăпа тертленнĕ çынсем вăйран ÿкнĕ те тек тăрайман. Совет салтакĕсем Ленинграда фашистсенчен 900 яхăн кун хÿтĕленĕ. 1941 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче хулара выçлăх пуçланнă. 630 пине яхăн çын ураран ÿксе вилнĕ. Çав вăхăтрах Ладога кÿлли урлă çул уçăлнă.

Pages