Выçă Ленинградра йытă-кушак та, кайăк-кĕшĕк те юлман

30 Ака, 2015

Вĕсен ачалăхĕ пулман. Нимĕç бомбисем ÿксе хăрушшăн çурăлнисене итлесе, çĕрпÿртсенче пытанса, фашистсен самолечĕн сасси çывхарсан тăр-тăр чĕтресе ÿснĕ вĕсем. Ленинград блокадинче пулнисене питĕ йывăр килнĕ. Выçă, сивĕ... Таврана виле шăрши сарăлнă. Хула пушанса та пушанса пынă. Уйăхĕ-уйăхĕпе выçăпа тертленнĕ çынсем вăйран ÿкнĕ те тек тăрайман. Совет салтакĕсем Ленинграда фашистсенчен 900 яхăн кун хÿтĕленĕ. 1941 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче хулара выçлăх пуçланнă. 630 пине яхăн çын ураран ÿксе вилнĕ. Çав вăхăтрах Ладога кÿлли урлă çул уçăлнă. Унтан нимĕç ункинчи хулана апат-çимĕç кÿрсе килнĕ, çав çулпах аманнисемпе ачасене, чирлисене илсе тухнă. «Пурнăç çулĕ» вăл. Çапла ят панă халăх ăна. Унра кăна шанăç, çăлăнăç пулнă. Унтах вилĕм кĕтнĕ... Ладога кÿлли урлă ирĕке тухма ĕмĕтленнĕ пин-пин çын «пурнăç çулĕ» çинчех выртса юлнă. Фашистсем ачасене те хĕрхенмен - бобма хыççăн бомба пăрахнă. Е çынпа лăк тулли машинăна пăр чăтайман - вăл кÿлĕ тĕпне анса кайнă. Шел, халĕ нумаййăн юлман блокадăран çăлăннисем. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çывхарнă май блокадăра пулнисене çав тапхăра аса илме ыйтрăмăр. Хăрушă кунсене куç умне кăларма юратмаççĕ вĕсем: куççуль сывлăша пÿлет, сасă чĕтрет...

Йăмăкĕн пурнăçне йĕкехÿре татнă

Ирсĕр нимĕçсем Совет Союзне тапăнса кĕриччен Нина Крамер телейлĕ çемьере ÿснĕ. Ашшĕ Евгений Матвеевич ытти арçын пек ывăл çураласса мар, хĕр çут тĕнчене килессе тем пек кĕтнĕ. Пĕрремĕш Юра кун çути курнă. Хĕр пĕрчи кĕтнĕ çемье пуçĕ тин çеç çăмăлланнă арăмне ача çуратмалли çуртран кĕтме те пыман. 1936 çулта Нина çут тĕнчене килсен Евгений Матвеевичран телейлĕ çын та пулман. Вăл хĕрне алла тытса пĕр вĕçĕм ăшă сăмахсем каланă, пĕчĕкскере пукане евĕр тăхăнтартнă. Унтан çемьере Галина çуралнă. Нимĕçсем тапăнсан ашшĕ вăрçа тухса кайнă. Амăшĕ виçĕ ачипе Гитлер эшкерĕ çавăрса илнĕ Ленинградра тăрса юлнă.

Вĕсен çурчĕ Нева хĕрринче ларнă. Ăна хирĕçех бомбăран пытанмалли вырăн пулнă. Тÿпере тăшман самолечĕсем шăхăрсанах, хулара тревога янăрасанах пурте унта чупнă. Пурин те çиес килнĕ. Кунне кашнине 125-шер грамм çăкăр панă. Ăна виçĕ пая уйăрса ирхине, кăнтăрла, каçхине çинĕ. Ăна та пулин целлюлозăран, хывăхран пĕçернĕ. Çăнăх пирки ĕмĕтленме-и унта? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.