Ирина АЛЕКСЕЕВА

26 Нарăс, 2015

Кушакĕсене урама, çынсем патне, кăларма шикленет

Людмила Гаранина Шупашкарта çĕнĕ çуртра туяннă пĕр пÿлĕмлĕ хваттере пурăнма куçман-ха - юсав ĕçĕсем çеç ирттерет. Хальлĕхе стенасене те обой çыпăçтарман, урай та сарман. Кунта кушаксем пурăнаççĕ. Алăка уçса кĕрсенех куç-пуç чарăлса кайрĕ - кун чухлĕ кушак пĕр пÿлĕмре чупнине хальччен курманччĕ.

19 Нарăс, 2015

Салтакра хырăм ÿстереймĕн

Салтак тивĕçне пурнăçланă йĕкĕте ĕлĕкех сума сунă. Çĕршыв умĕнчи парăма татнă каччă киле таврăнсан ирĕклĕн сывлать. Салтак аттине тăхăнса салтак пăттине тутанни - пысăк чыс. Анчах хăшĕ-пĕри ку тивĕçрен пăрăнать, повестка килсен тарса çÿрет. Вĕсене хĕсметри йĕрке хăратать-ши? Кунашкаллисем çулсерен тупăнаççĕ. Апла-и, капла-и ф- повесткăран улăм купи хыçне тарса пытанаймăн. Паян мар пулсан ыран салтака кайма тиветех. Мĕн тути калать салтак пурнăçĕ? Мĕнле аса илеççĕ çав вăхăта çар билетне илнисем?

5 Нарăс, 2015

Тăлăх йывăçа тăвăл хуçать

Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене çемьене илсе тĕрĕс воспитани пани, ура çинче çирĕп тăма пулăшни - сăваплă ĕç. Юлашки çулсенче республикăра тăлăхсен йышĕ чакса пырать. Ку чылай çемье ача çуртĕнчи шăпăрлансене хăйсен çемйине йышăннипе çыхăннă. Пĕр ача пур çĕрте иккĕмĕшĕ те ытлашши мар. Пысăк чĕреллĕ мăшăрсем темиçе тăлăха çемье ăшши парнелеççĕ. Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра пурăнакан Кузьминсем - 3, Михайловсем 5 шăпăрлана хăйсен хÿттине илнĕ. Ача çуртĕнчен çемьене лекнĕскерсем халĕ телейлĕ.

29 Кăрлач, 2015

“Ваньăпа Егор - хамăрăн ачасемех”

Пÿрт ачасен хаваслă сассипе янăранинчен ырри мĕн пултăр? Ашшĕ-амăшĕнчен телейлĕ çын та çук тĕнчере. Кивĕ Вăрмарта пурăнакан Ивановсен çурчĕ телейпе тулнă. Татьяна, Вероника, Иван, Егор, икĕ çул та тултарман Арсений... Çакă вĕсен чăн пуянлăхĕ.

22 Кăрлач, 2015

Интернет чăвашсене пĕр чăмăра пухма пулăшать

Хăть те ăçта кайсан та тăван тăрăх, тăван кил, тăван халăх аса килет. Ют çĕрте чăваша курсан чун мĕнлерех хĕпĕртет! Вăл ун чухне тăванран та çывăхрах пек туйăнать. «Чăвашсем таçта та пур», - тенине илтме тÿр килет. Чăнах та, халăхăмăр тĕнчипех саланнă, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ вĕсем.

Pages