Салтакра хырăм ÿстереймĕн
Салтак тивĕçне пурнăçланă йĕкĕте ĕлĕкех сума сунă. Çĕршыв умĕнчи парăма татнă каччă киле таврăнсан ирĕклĕн сывлать. Салтак аттине тăхăнса салтак пăттине тутанни - пысăк чыс. Анчах хăшĕ-пĕри ку тивĕçрен пăрăнать, повестка килсен тарса çÿрет. Вĕсене хĕсметри йĕрке хăратать-ши? Кунашкаллисем çулсерен тупăнаççĕ. Апла-и, капла-и ф- повесткăран улăм купи хыçне тарса пытанаймăн. Паян мар пулсан ыран салтака кайма тиветех. Мĕн тути калать салтак пурнăçĕ? Мĕнле аса илеççĕ çав вăхăта çар билетне илнисем? Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн çартан нумаях пулмасть таврăннă çамрăксене чăрмантартăмăр. Малалла вулас...