Ирина АЛЕКСЕЕВА

17 Юпа, 2014

“Ылтăн çÿпçерен” - пĕчĕк чухнехи ĕмĕт

Чăваш наци телекуравĕ çынсем патне çитни - пысăк çитĕнÿ. Халăх ăна тахçантанпах кĕтнĕ. Пĕрремĕш тÿрĕ эфир, пĕрремĕш кăларăм... Ĕнер çеç пулнă тейĕн. Вăхăт хăйĕн еккипех шăвать. Акă Наци телекуравĕ те юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче 3 çул тултарчĕ. Ку тапхăр - нумай та, сахал та мар.

17 Юпа, 2014

Черетлĕ çул çÿрев вĕсене савăнăç кÿрĕ

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти психологи, педагогика тата реабилитаципе коррекци центрĕнче «Ачалăха тавăр» проектпа килĕшÿллĕн иртекен «Ума палата» вăййăн регионти тапхăрĕ иртрĕ.

3 Юпа, 2014

Уголовлă шырав ĕçченĕ канлĕх мĕнне пĕлмест

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче уголовлă шырав ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çавна май çак тытăмра вăй хуракансем журналистсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Ведомство ĕçченĕсем МИХсем урлă халăха тимлĕрех пулма ыйтасшăн. Тĕрĕссипе, çакна вĕсем кашнинчех тăваççĕ-ха, анчах усси сахалрах.

26 Авăн, 2014

Мускав студенчĕсем чăваш фольклорĕпе кăсăкланнă

Нумаях пулмасть Мускаври М.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн студенчĕсем Чăваш Ене килнĕ. Ахальтен мар. Истори факультечĕн этнологи кафедринче вĕренекен Анна Ковязина, Герман Устьянов, Мария Стрелова тата вĕсен ертÿçи Галина Никитина чăваш фольклорĕпе кăсăкланнă.

5 Авăн, 2014

Чăвашла вĕренме Люксембургран килнĕ

Шел те, юлашки çулсенче хулари халăх кăна мар, ялти те вырăсланса пырать. Ял çыннисем ачи-пăчипе чăвашла мар, вырăсла калаçнине илтсен кăмăл хуçăлать. Ачасем аслисенчен вĕренеççĕ. Шăпăрлан тăван чĕлхепе пуплесси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет.

Pages