Ирина АЛЕКСЕЕВА

11 Ака, 2014

Диктанта кура ытти акци йĕркеленет

Кăçал Пĕтĕм вырăс диктанчĕ ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртĕ. Вăл Чăваш Енре кăçалхипе иккĕмĕш хут пулĕ. Диктант Новосибирск хулинче йăл илнĕ. Студентсем вырăс чĕлхине хисеплесе флеш-моб йĕркеленĕ. Пилĕк çул вăл шкул диктанчĕ пек çеç пулнă. Малтанах унта 200 яхăн çын çеç хутшăннă. Пурăна киле ытти хула та акци йĕркелеме тытăннă.

4 Ака, 2014

Пĕр пин ытла ал шăлли тĕрленĕ

Чун киленĕçĕ йăлăхтармасть. Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнче пурăнакан Римма Сергеева 30 çула яхăн тĕрлет. Вăл çак ĕçе качча кайичченех хăнăхнă. Çемье çавăрсан вара тĕрĕпе пушшех кăсăкланнă. Ара, хунямăшĕ те тĕрĕ ăсти пулнă-çке.

2 Ака, 2014

"Чăвашлăха пĕтерес килмест"

Ачасем чăвашла калаçманшăн, ашшĕ-амăшĕ вĕсене пĕчĕкренех вырăсла пуплеме хăнăхтарнăшăн кулянатпăр. Çамрăксем тăван чĕлхепе калаçма вăтаннăшăн пăшăрханатпăр. Чăваш чĕлхи пĕтет тесе чан çапатпăр. Анчах тăван чĕлхемĕре упрассишĕн, ăна малалла аталантарассишĕн хамăрах яваплă мар-и-ха?

28 Пуш, 2014

“Кĕçех Чăваш Енре те çерем уçма тытăнăпăр”

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Семенов çерем çĕр уçма кайнă тапхăра пурнăçĕнчи телей çулĕсемпе танлаштарать. Василий Семенович çак ĕçе икĕ хут хутшăннă. Çав çулсене вăл халĕ те йăл кулăпа, ăшă кăмăлпа аса илет. Çерем çĕр уçнă чухне савăнмалли те, пăшăрханмалли те пулнă.

Pages