Комментари хушас

22 Кăрлач, 2015

Интернет чăвашсене пĕр чăмăра пухма пулăшать

Хăть те ăçта кайсан та тăван тăрăх, тăван кил, тăван халăх аса килет. Ют çĕрте чăваша курсан чун мĕнлерех хĕпĕртет! Вăл ун чухне тăванран та çывăхрах пек туйăнать. «Чăвашсем таçта та пур», - тенине илтме тÿр килет. Чăнах та, халăхăмăр тĕнчипех саланнă, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ вĕсем. Шел те, ЮНЕСКО пирĕн чĕлхене пĕтсе пыраканнисен йышне кĕртнĕ. Халăхăмăр пĕтмест, нумайăшĕ вырăсла калаçнăран хăйсене вĕсен йышне кĕртет. Çакна Оренбург тăрăхĕнче пурăнакан Константин Ерофеев та палăртать. Чăваш Республикин тулашĕнче пурăнакан чăвашсен йышĕнче те хастаррисем, пуçаруллисем пур. Вĕсем социаллă сайтсенче ушкăнсем йĕркелесе чăвашсене пĕр чăмăра пухаççĕ, вĕсене тĕрлĕ мероприятие хутшăнтарма тăрăшаççĕ. Тăван халăхшăн чунне парса тăрăшаканскерсемпе Интернет урлă çыхăнтăм. Мĕнле пурăнаççĕ вĕсем? Мĕн ĕçлеççĕ?

Тăван халăхшăн пăшăрханать

26 çулти Константин Ерофеев Оренбург облаçĕнче чăвашсем сахалланса пынăшăн кулянать. 2010 çулхи çырав кăтартнă тăрăх, унта 17 пин чăваш пурăннă, 2012 çулта вара 12 пинĕшне çеç шута илнĕ.

- Хăйсем чăваш пулсан та вырăс тесе çыртараççĕ. Чăвашла пĕлмеççĕ-мĕн вĕсем, - çырчĕ пăшăрханса Константин. Тĕрĕссипе, вăл хăй те чăвашла питех калаçмасть, анчах тăван чĕлхепе юрлать, сăвăсем вулать, пупленине ăнланать. Каччă тăван чĕлхепе ирĕклĕн калаçайманшăн кулянать, ăна вĕренме тăрăшать. Константинăн ашшĕ-амăшĕ - чăваш, пĕр-пĕринпе çак чĕлхепех хутшăнаççĕ. Костя Грачевка районĕнчи Çÿлти Игнашкинăра çуралнă. Чăваш ялĕ пĕлтĕр 305 çулхи юбилейне уявланă. Константин Оренбургри чăваш наци культурин автономине 2009 çулта кĕнĕ. 2012 çулта ăна президиум членне суйланă. Оренбург тăрăхĕнче Чăваш чĕлхин кунне тата Акатуя уявласси йăлара.

- «Контактра» сайтри ушкăна Оренбург чăвашĕсем мĕнле мероприятисем ирттерни пирки хыпарлас, çынсене унта чĕнес тĕллевпе йĕркелерĕм, - пĕлтерчĕ хастар çамрăк. Константин мероприятисене хаваспах хутшăнать: концертсене ертсе пырать, сăвăсем вулать, сценарисем çырать. Чăваш наци культурин автономийĕ çумĕнчи «Палан» дуэтра 2009 çултанпа юрлать.

- Социаллă сайтри ушкăнра эпĕ кăна çырмастăп. Вăл пулăшнипе çамрăксене мероприятисене илĕртме тăрăшатăп. Вĕсем тăван халăхран ан вăтанччăр. Çамрăксене мероприятие килсе курмашкăн йăлăнма та тивет. Яшсемпе хĕрсем хастар мар. 45-50 çулсенчи çынсем наци йăли-йĕркине ытларах хисеплеççĕ. Пирĕн ĕлĕкхи хитре йăласене пĕтерес килмест, вĕсене упраса хăварасчĕ. Шел те, çын хăй ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче çеç йăх тымарĕсене хисеплеме, юратма тытăнать, - Оренбург тăрăхĕнчи çивĕч ыйтусем пирки каласа кăтартрĕ Константин.

Вăл чăваш культурипе ача чухнех кăсăкланма тытăннă. Унăн амăшĕ 1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнчен «Нарспи» халăх фольклор ушкăнĕнче юрлать. Костя пĕчĕк чухне амăшĕпе пĕрле репетицисене çÿренĕ, чăваш юррисене итленĕ. 18 çул тултарсан вара чăвашлăха тата ытларах хисеплеме пуçланă. Шăп çавăн чухне вăл ĕлĕк чăвашсем мĕнле пурăннипе, вĕсем ăçтан пуçланса кайнипе, халăхра мĕнле паллă çынсем пулнипе кăсăкланма тытăннă.

Константин Ерофеев чăваш культурипе малашне те интересленесшĕн. Кăçал та облаçри Акатуя хутшăнасшăн. Вĕсем чăваш ачисемпе çамрăкĕсен пултарулăх конкурсне йĕркелесшĕн. Константин Шупашкарти Акатуя та килесшĕн. Вăл кунта унччен те пулнă, хула унăн кăмăлне кайнă.

Пуçаруллă ертÿçĕ

Социаллă сайтра Питĕрти чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн ушкăнне асăрхарăм. Ăна ертсе пыракан Дарья Рогознаяпа çыхăнтăм. Çĕршывăн çурçĕр енчи тĕп хулинче чăваш çамрăкĕсем чăваш культурине аталантарассишĕн нумай тăрăшаççĕ, кун пирки ыттисене социаллă сайтри ушкăнра пĕлтереççĕ. Унта çамрăксем пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ, паллашаççĕ...

- Пирĕн çамрăксем тăван чĕлхе клубĕнче чăваш чĕлхине вĕренеççĕ, «Паттăр» футбол командинче выляççĕ, «Парне» юрăпа ташă ансамбльне çÿреççĕ, культурăри тата историри паллă деятельсемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ, чăвашсен ентешлĕхĕнчи ачасемпе мероприятисем ирттереççĕ, чăваш культурине çамрăксен хулари форумĕнче хÿтĕлеççĕ, - çырчĕ Дарья.

Вăл хăй те лара-тăра пĕлмест. Дарья çак пĕрлешĕве лайăх çынсене пĕр тĕвве пухас тесе йĕркеленĕ. Унăн социаллă сайтри страницинче - 700 ытла тус. Ытларахăшĕ - 16-35 çулсенче.

- Пирĕнтен кашниех чăвашлăхпа çыхăннă. Пĕрисем Чăвашра çуралнă, теприсен ашшĕ-амăшĕ е тăванĕ унтан. Теприсемшĕн ĕлĕкхи пăлхар чĕлхипе культури интереслĕ. Интернетри ушкăнра онлайн мелĕпе конкурссем ирттеретпĕр. Тĕслĕхрен, Чăваш чĕлхин кунĕ тĕлне сăмах вăййине ирттертĕмĕр. Унта хутшăнакансем сăмах вĕçĕнчи саспаллипе усă курса çĕнĕ сăмах çырчĕç, унтан теприсем. Кĕскен каласан, сăмахсен вăчăрине «çыхрăмăр». Çакăн хыççăн ушкăна çĕнĕрен те çĕнĕ çынсем кĕчĕç. Сайт çынсене пĕр-пĕр паллă пулăм пирки пĕлтерме май парать. Çавăн пекех ун урлă чăваш чĕлхине юратакансемпе паллашатпăр. Ушкăн Санкт-Петербургри ентешлĕх ирттерекен мероприятисем, проектсем пирки пĕл¬мелли тĕп мел те. Эпир пĕрешкел тавракурăмлă çынсене пĕр çĕре пухма тăрăшатпăр. Пирĕн ушкăна кашни эрнерех çĕнĕ çынсем кĕреççĕ, - хавхаланса пĕл¬терчĕ Дарья.

Питĕрти çамрăксен пĕрлешĕвĕ кварталти, çур çулти пĕтĕмлетĕве тумашкăн пуху ирттерет. Ун умĕн проект командисен ĕçлĕ тĕлпулăвĕ иртет. Проектсене пурнăçланă чухне сиксе тухнă ыйтусене те сайтри ушкăнра онлайн мелĕпе сÿтсе яваççĕ, унтан тĕл пулаççĕ те йышăну тăваççĕ. Питĕрти хастар чăваш çамрăкĕсем ентешлĕх ирттерекен мероприятисене хутшăнаççĕ, вĕсене хăйсем те йĕркелеççĕ. Питĕре чăваш эстрада артисчĕсем çулталăкне пĕрререн кая мар пырса унти ентешсене савăнтараççĕ.

Чĕлхепе туслаштаракан вĕрентекен

Питĕрти чăваш чĕлхин калаçу клубне Йĕпреç районĕнчи Чăрăшкассинче çуралса ÿснĕ Екатерина Данилова ертсе пырать. Унпа телефонпах çыхăнма май килчĕ.

- Чăваш чĕлхи урокĕсене пĕл¬тĕрхи октябрь уйăхĕнчен ертсе пыратăп. Ман умĕнхи преподаватель 5 заняти ирттернĕ, анчах тĕрлĕ сăлтава пула унăн урăх тăрăха тухса кайма тивнĕ. Уроксене чăвашла пачах пĕлменнисем те, чĕлхене ăнланакансем те çÿреççĕ. Тĕрлĕ темăна хускататпăр. Уçă, хупă сасăсене тишкертĕмĕр, «Нарспи» поэмăна сÿтсе яврăмăр, чăваш çырулăхĕн аталанăвне, Иван Яковлев алфавичĕсене пăхса тухрăмăр. Паллă çынсемпе тĕлпулусем ирттеретпĕр. Кăçал Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнă май пĕрремĕш занятие ăна халалларăмăр. Константин Васильевич мĕнле пурăннă? Ашшĕ-амăшĕ кам? Паллă поэт сăвă-поэма çырнă кăна мар, ÿкернĕ те. Вăл тĕрлĕ енчен аталаннă. Константин Иванова чылайăшĕ «Нарспи» поэма тăрăх çеç пĕлет. Занятисене çамрăксене илĕртме тăрăшатпăр, кун пирки социаллă сайтри ушкăнра пĕлтеретпĕр, - ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ çамрăк.

Чăваш чĕлхи клубне вырăс хĕрĕ Виктория Сергунова та çÿрет. Вăл Ржев хулинчен. Унăн юлташĕсен хушшинче чăвашсем те пур. Виктория çак чĕлхене вĕренме шăпах çавăнпа шухăшланă.

Екатерина Данилова чăваш чĕлхине ача чухнех юратнă. Вĕрентекенĕ Надежда Кириллова çак туртăма вăйлатма пулăшнă. 2013 çулта Екатерина И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Шăпа ăна Питĕре илсе çитернĕ, çур çултан «Парне» ушкăн ертÿçи Татьяна Ильина /вăл та Йĕпреç районĕнчи Чăрăшкассинчен/ уроксене ертсе пыма чĕннĕ.

- Атте-аннепе телефонпа чăвашла калаçни çителĕксĕр. Ют тăрăхра тăван чĕлхепе пупленине илтес килет. Акă Çĕнĕ çулхи каникулта тăван ене кайсан чăваш чĕлхи учебникĕсене илсе килтĕм. Ĕç хыççăн чĕлхен калаçу клубне кайни ывăнтармасть, çынсемпе калаçни чуна хăпартлантарать çеç. Уроксенче чăваш халăх культурине те пăхса тухатпăр. Пĕлтĕрхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче Кĕр сăри ирттертĕмĕр. Чăваш халăх юррисене вĕренетпĕр. Клуба çÿрекенсем кашни урок вĕçĕнче Чăваш Республикин гимнне юрлама кăмăл турĕç, - калаçăва вĕçлерĕ чăваш пики.

 

 

Ĕмĕрсен çыхăнăвне туять

Хальхи вăхăтра çамрăксем чăвашла вĕренме талпăнни савăнтарать. Çитменнине, Чăвашран аякра. Тăван чĕлхемĕре, халăхăмăра çапла хисеплени, юратни - сăвап. Питĕрте чăваш чĕлхин калаçу клубне Дарья Рогозная, Андрей Фомиряков, Антон Вечкунин йĕркеленĕ. Уроксене малтан Вечкунин ертсе пынă. Шыракан тупатех теççĕ те - Интернетра унпа та çыхăнтăм. Вăлах «Контактра» сайтра «Санкт-Петербургри тăван чĕлхе клубĕ», «Тольяттири чăвашсем» ушкăнсене йĕркеленĕ.

- Çынсене чăвашсен ĕлĕкхи культурипе паллаштарса, ăна пропагандăласа упраса хăварма тăрăшатăп. Чăннипе, «Тольяттири чăвашсем» ушкăна ахаль кăна уçрăм, унта хутшăнакан пуласса ĕненмерĕм. Вăхăт иртнĕçем ушкăнра çын хушăнса пычĕ. «Хавал» лагерьте çеç чăваш чĕлхин пуянлăхне ăнланса илтĕм. Ун хыççăн ăна çанă тавăрса вĕренме тытăнтăм, арăмпа çак чĕлхепе калаçма тăрăшрăм. Кукамайпа чăвашла пуплени уншăн питĕ пысăк савăнăçчĕ. Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче Тольяттири ЧНК чăваш чĕлхи курсне йĕркелерĕ. Унта грамматикăна вĕренеççĕ, чăваш поэзийĕн классикине вулаççĕ. 20 ытла çын çÿрет. Самар тăрăхĕнче чăваш ялĕ самай. Кунта чăн чăвашсем - тĕне кĕменнисем те - пур, - пĕлтерчĕ Антон.

Вăл ача чухнех чăваш чĕлхине вĕренме, çав уроксене çÿреме, çырма ĕмĕтленнĕ. Хальлĕхе каччă чăвашла тĕрĕс çырма пĕлмест - предложенири сăмахсем вырăнта мар пуласран шикленет.

- Маншăн чăвашла калаçни - асамлăх. Çапла майпа иртнĕ ĕмĕр¬сен çыхăнăвне туятăп. Атте-анне - вырăс. Манăн йăх тымарĕ XVIII ĕмĕрте Оренбург облаçĕнчен Самар тăрăхне куçса килнĕ. 6 сыпăк таран пĕлетĕп. Кун пирки кукамай Ольга Максимова пурăннă чухне каласа кăтартрĕ. Эпир унпа чăваш юррисем шăрантараттăмăр, анчах хам мĕн юрланине ăнланмастăм. Халĕ хăш чухне постсем çыратăп. Ытларах чухне ытти чăваш ушкăнĕнчен репост тăватпăр, - сăмахне вĕçлерĕ пуçаруллă каччă.

«Контактри» чăвашлăхпа çыхăннă ушкăнсене Ирина АЛЕКСЕЕВА тишкернĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.