Чăваш каччи танкра чутах çунса кайман

7 Çу, 2015

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кĕрлев ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан 96 çулти Алексей Яковлевăн хăйĕн ĕмĕрĕнче темĕн те курма тивнĕ. Ветеран виçĕ вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Малтанах Алексей Алексеевич финсемпе çапăçнă, унтан Совет Союзне нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕленĕ. Совет салтакĕсем Берлинри рейхстаг çине ялав çаксан та Алексей Яковлев киле таврăнман - ăна Хĕвелтухăçнелле яппунсемпе çапăçма ăсатнă.

Алексей Яковлев салтака кайиччен вĕрентекенре ĕçлесе ĕлкĕрнĕ. 1938 çулта Кĕрлев каччине çара илнĕ, вăл Львов хулине 24-мĕш çăмăл танк çарне лекнĕ. Йĕкĕт тăван килне 8 çултан çеç таврăнаясси пирки ун чухне шухăшлама та пултарайман. Курсант шкулĕнчен радиста вĕренсе тухнă хыççăн чăваш каччи 1939 çулхи сентябрь уйăхĕнче Хĕвеланăç Украинăна Польша панĕсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Кун хыççăн вĕсене Т-34 танксем панă, вĕсен тата ытти чаçрен Львов хулинче 8-мĕш танк дивизине йĕркеленĕ. Дивизи çĕнĕ танксемпе Ленинград чиккине Финлянди еннелле пысăклатнă çĕре хутшăннă. Кунта вĕсем 1940 çулхи март уйăхĕн 24-мĕшĕччен пулнă. Унчченхи танксем - БТ-5 тата БТ-7 - кунашкал çапăçусене хутшăнайман, хĕлле юр ăшне путса ларнă. Ун чухне Алексей Яковлев Т-34 танкăн оруди командирĕ пулнă. Финсен кунашкал «урхамахсем» пулман. Совет салтакĕсем Маннергейм икĕ линине тĕп тунă. Ку линисене нимĕç офицерĕсем тимĕр-бетон конструкцийĕн çĕнĕ технологийĕпе тунă, çиелтен резинăпа витнĕ. Тупăран персен снарядсем каялла вирхĕннĕ. Пулеметсем пирки сăмах та çук ĕнтĕ.

- Тепĕр икĕ эрнерен Ленинградри çар инженерĕсене çунакан снарядсем хатĕрлеме хушу пачĕç. Вĕсем Маннергейм линийĕ çывăхĕнче çурăлсан резина çунма тытăнатчĕ. Финсем парăннине кăтартса шурă тĕслĕ алшăллисем йăтса тухрĕç, - иртнине куç умне кăларнă май Алексей Алексеевич кашни куна тенĕ пекех тĕплĕн аса илчĕ. Ун хыççăн вĕсен танкĕсем Львов хулине таврăннă. Салтаксем лăпкă нумаях пурăнайман.

- 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхи 3 сехет тĕлне пирĕн пата Сан юханшывĕ урлă икĕ нимĕç каçрĕ. Хăйсем йĕп-йĕпе. Çапах парти билетне йĕпетмен, пилотка ăшне хунă. «Гитлер пух, пух! Тельман!» теççĕ хайхискерсем. Тельман вĕсен компартин генеральнăй секретарĕ пулнă. Вĕсем Гитлер çарĕсем Совет Союзне ирхи 4 сехетре тапăнассине пĕлтерчĕç. Пирĕн командир çав икĕ нимĕçе Львоври дивизи штабне илсе кайма хушрĕ. Вĕсемпе унта мĕн пулнине эпир пĕлместпĕр, - асаилÿ çăмхи пĕр чарăнмасăр сÿтĕлчĕ.

Чăнах та, ирхи 4 сехетре тÿпере нимĕçсен самолечĕсем вĕçме пуçланă, бомба пăрахнă сасăсем илтĕннĕ... Кăштахран фашистсем Львов çийĕн явăнма тытăннă, унти авиаци аэродромне бомба пăрахса çунтарса янă. Алексей Яковлев 15 çухрăмри аэродром çийĕн çăра тĕтĕм йăсăрланнине, çулăм алхаснине хăйĕн куçĕпе курнă. Ун чухне нимĕçсен самолечĕсем хурçăран пулнă, пирĕннисене вара фанерпа çеç витнĕ. Чылай самолет шăрпăк евĕр хăвăрт çунса кĕлленнĕ.

- Нимĕç çарĕсем çывхарма тытăнчĕç. Чикĕ çывăхĕнче хаяр çапăçусем пуçланчĕç. Чикĕ хуралçисен арăмĕсем урама аялти кĕпе вĕççĕн чупса тухрĕç. Хĕрарăмсемпе ачасене Сан юханшывĕ урлă каçарма пуçларĕç. Пирĕн танк полкĕ те çапăçăва кĕчĕ. Нимĕçсен танкĕсем, пирĕннисемпе танлаштарсан, начарччĕ. Чукун çул станцийĕнче тулли вакун ларнине асăрхарăмăр. Унăн, тăнăç вăхăтра йышăннă килĕшÿ тăрăх, Германие ăсанмалла пулнă. Ăна çапса аркатрăмăр та унта... тырăпа услам çу иккен. Çунса ĕлкĕрменнисене, 20-е яхăн ешчĕк, юханшыв урлă хамăр чаçе ăсатрăмăр, - малалла калаçрĕ ветеран.

Хаяр вăрçăра çуран çара уйрăмах йывăр килнĕ. Вĕсен 5 патрон кĕрекен винтовка çеç пулнă. Нимĕçсем вара автомачĕсене хырăм тĕлне тытса пăрçа сапнă пек шăтăртаттарнă. Унтан кавалери çарĕ çитнĕ. Аш арманĕ евĕр пулнă çапăçу. Фашистсем лашасене те, салтаксене те туххăмрах персе антарнă. Нимĕçсем пехота, артиллери, кавалери çарĕсем начаррине кура чикĕрен шаларах та шаларах кĕнĕ.

- Пирĕн ун чухне раци пулман. Пралук карса çыхăну тăватчĕç. Телефонист 10-18 килограмлă тĕркеме хăйĕн çинче йăтса çыхăну йĕркеленĕ. Нимĕçсем пралука лектерсен - пĕтрĕ! Танксем те ун урлă каçнă. Хăш чухне кÿршĕ чаçпе те çыхăнаймастăмăр. Нимĕçсем пирĕн çара та çавăрса илме тытăнчĕç. 1941 çулхи август уйăхĕччен Киев таран чакрăмăр. Нимĕçсем питĕ хăвăрт кĕрсе пычĕç, - иртнине аса илнĕ май ассăн сывларĕ Алексей Алексеевич.

Унтан вĕсем Сталинграда хÿтĕленĕ. Çара кивĕ танксемпе тивĕçтернĕ. Бензинпа чупакан БТ-5, БТ-7, Т-28 танксем снаряд лексен шăрпăк курупки евĕр хыпса çуннă. Алексей Яковлевăн Сталинград çывăхĕнче сулахай ури чутах çунса кайман.

- Бекетовка çывăхĕнчеччĕ ун чухне. Пирĕн танка снаряд лекрĕ. Водитель механик аманчĕ, унăн сулахай ури татăлчĕ. Танк командирне те ванчăксем лекрĕç. Танкран хăвăрт сиксе тухрăмăр. Манăн та, командирăн та ури çунать. Çĕр çинче йăвалана-йăвалана сÿнтертĕмĕр. Юрать, шăп çав вăхăтра ытти танк пулăшма çитрĕ. Кун хыççăн медсанбатальонра 3 эрне выртрăм, - хăрушă ÿкерчĕке куç умне кăларчĕ Алексей Алексеевич. 1942 çулхи ноябрьтен пуçласа 1943 çулхи февраль уйăхĕччен Сталинградшăн хĕрÿ çапăçу пынă. - Георгий Жуков унта пĕрре мар пырса кайнă. Январь уйăхĕнче вăл нимĕçсен Паулюс çарне икĕ пая уйăрма хушу панă. Çав уйăх чи йывăрри пулчĕ. Унта фашистсем мана ураран икĕ хут амантрĕç. Сылтăм ура виçĕ хут суранланчĕ. Эпир, танкистсем, тата летчиксем кирзă атăпа çÿреттĕмĕр. Сысна тирĕнчен çĕленĕскер хăвăрт йĕпенетчĕ. Çуран çар салтакĕсем вара урине 1,5-1,8 метр тăршшĕ татăкпа çавăрса çыхатчĕç. Хăть хĕлле, хăть çулла - çавăнпа çÿретчĕç вĕсем.

Чăваш каччин Алексей Яковлевăн çар пуçлăхне Георгий Жукова тĕл пулма май килнĕ. Вăл ăна курнă кăна мар, çăвăнма та пулăшнă. Ку 1942 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче Бекетовка çывăхĕнче пулнă. Унта çар командирĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Çав каç юр çуса лартнă.

- Блиндажран ир-ирех тĕреклĕ çан-çурăмлă çын тухрĕ. Аллинче - вĕри шывпа пăсланакан пĕчĕк хуран, мăйĕнчен алшăлли уртнă. Хайхискер хурана сивĕнмешкĕн пĕрене çине лартрĕ те лешĕ çĕре укрĕ. Блиндажа кĕрсе каллех вĕри шыв илсе тухрĕ. Сивви пулман-мĕн. «Генерал юлташ, эпĕ сире пулăшăп!» - чупса пытăм ун патне. НКВДсем мана унăн çывăхне ярасшăн мар, револьвера туртса илчĕç. Çав çын хăйне пулăшма ирĕк пачĕ. Виçĕ кун çăвăнман-мĕн вăл. Шыв вĕри. «Юр ярăр», - сĕнтĕм эпĕ. Лешĕ савăнса кайнипе мана хулпуççинчен лăпкаса çапрĕ. Эпĕ ăçтан пулнине ыйтрĕ. Чăваш каччи пулнине пĕлтертĕм. «Эсĕ халĕ кампа калаçнине тавçăратăн-и.» - каллех ыйтрĕ вăл манран. Паллах, çук. Георгий Жуков генерал иккен! Хайхискер кĕсйинчен тутлă шăршăллă супăнь кăларчĕ те мана тыттарчĕ. Эх, савăнтăм. Ара, ун чухне ахаль салтак супăнь пачах курман-çке. Унпа экипажĕпе эрнипех çăвăнтăмăр. Хăшĕ-пĕри шăршласа пăхма та ыйтрĕ, - çав саманта аса илнĕ май ветеран пичĕ кулăпа çуталчĕ. Таврара снарядсем ÿксе çурăлнă чухне, хаяр çапăçусем пынă вăхăтра савăнмаллиех пулман çав. Салтаксем тылран янă посылкăсене илсен темрен ытла хĕпĕртенĕ. Алексей Яковлевăн аллине «Чăваш Ен колхозникĕ» янă алсиш-чăлха лекнĕ. Тăван тăрăхĕнчи хĕрсемпе хĕрарăмсем çыхнă япаласем унăн чунне ăшăтнă, фашистпа çапăçма вăй хушнă.

Вăрçăра салтаксем выçă çÿрени сахал пулнă-им тата. Хăш чухне вĕри апата виçĕ кунра пĕрре çеç çинĕ. Нимĕçсен танкĕсенче кăмака пулнă, пирĕннисем вара шартлама сивĕре мĕнле пултарнă - çапла ăшăннă. Мотор çывăхне çăкăр ăшăнма хурсан унăн пĕр енĕ пăрланса ларни халĕ те Алексей Яковлевăн куçĕ умĕнчех. Нимĕç салтакĕсене вара хатĕр-хĕтĕрпе лайăх тивĕçтернĕ, аван апатлантарнă. Вĕсен кашнин шăл щеткипе пасти таранах пулнă, аллинче сехет йăлтăртатнă. Фашистсен япалисем совет салтакĕсен аллине лексен вĕсене командирсене панă.

Вăрçă мĕн тери хăрушă пулнине каласа кăтартнипе кăна туяймăн. Вилĕм юнашарах çÿренĕ. 1942 çулта Киев çывăхĕнче Алексей Яковлев ытти салтакпа пĕрле çĕрпÿртре кăнтăрлахи апат çинĕ. Унччен те пулмасть - нимĕçсем бомба пăрахма тытăннă.

- Украинăра сутăнчăк çынсем пурччĕ çав. Ахăртнех, тахăшĕ фашистсене систернĕ. 20 çын тÿрех тăпра айне пулчĕ. Эпир 8-ăн алăк çывăхĕнче лараттăмăр. Алăк суллине чукун çул шпалĕнчен тунăччĕ. Çавна пула чĕрĕ юлтăмăр, анчах пурте амантăмăр. Манăн çурăм шăмми мăй тĕлĕнчен суранланчĕ. Шăмăсем тĕрĕс мар сыпăннăран халĕ пуçа тÿрĕ тытаймастăп, - калаçăва тăсрĕ ветеран. - Сутăнчăксем тенĕрен. Нимĕçсем Украина командирĕсем патне листовкăсем пăрахатчĕç. Вăл хăйне евĕр «паспорт» пулнă. Унта Сталина вăкăр, сурăх евĕр сăнарланă. Нимĕçсем патне куçас, сывă-чĕрĕ юлас килет пулсан «пароле» çеç пĕлтермеллеччĕ. Вăл - Украина командирĕсен кĕсйинчи листовка. Пĕррехинче аслă политрук лекци вуланă чухне кĕсйинчен çав листовка тухса ÿкрĕ. Никам куриччен ăна урапа хăвăртрах пусрĕ.

Алексей Яковлев Украинăри хуласене, Молдовăна, Чехословакие, Венгрие, Румыние, Болгарие ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Çĕнтерĕве вăл Прагăра кĕтсе илнĕ. Пĕр уйăх кантарнă вĕсене. Унтан салтаксене вакуна лартнă. II Украина фронтне Хĕвелтухăç еннелле, яппунсемпе çапăçма, илсе кайнă.

Алексей Яковлев тăван тăрăхне 1946 çулта çеç таврăннă. Килте ăна икĕ йăмăкĕ, амăшĕ, ашшĕ кĕтнĕ. Амăшĕ 8 çул курман ывăлне аран палласа илнĕ. Çывăх çынни виçĕ вăрçăран сывă таврăннăшăн пурте савăнса макăрнă. Кĕçĕн ывăлне вĕсем вăрçăра çухатнă, асли Хасан кÿлли çывăхĕнче пуç хунă. Алексей киле чĕрĕ-сывă таврăнтăр тесе ашшĕ-амăшĕ чиркÿре кĕлĕ тунă. Амăшĕн кĕллине Турă илтнех...

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.