Комментари хушас

28 Çу, 2015

Ачасемшĕн вĕрентекен те, юлташ та

Оксана Кирпичникова Муркаш районĕнчи Пиккикассинче çуралса ÿснĕ. Çемьери пĕртен-пĕр хĕр шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вырăс литературине çав тери кăмăлланă. Алла аттестат илсен те вăл ăçта вĕренме каясси пирки иккĕленмен - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс филологийĕн факультетне çул тытнă.

Оксана Кирпичникова кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Ăна вăл унччен те, 2013 çулта, илсе тăнă. Маттур та пултаруллă çамрăка ахальтен хавхалантарман. Çамрăк педагог вырăс чĕлхипе тата литературипе республика, Раççей шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Унран та пахараххи - вăл диплом илсен чылай çамрăк пек хулара юлман, ялти шкулта ĕçлеме тытăннă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.