- Чăвашла верси
- Русская версия
Кăркка ĕрчетме 4 миллион тенкĕ тăкакланă
Çĕмĕрле хулинче пурăнакан Шестаковсен кĕçех 1-мĕш класа каякан кĕçĕн хĕрĕн Машăн хăйне евĕр хаваслă вăйă пур. Хĕрача хĕрлĕ шăлавар тăхăнса кăрккасен картишне кĕрет те çил ачи евĕр чупма тытăнать. Лешсем сасă кăларса ун хыççăн васкаççĕ. Çемье пуçĕ Алексей Шестаков кăркка усраса тупăш тăвасси пирки нихăçан та шухăшламан. 2012 çулта вăл ку кайăка çемьене тăрантарас тĕллевпе туяннă. Каярахпа усăллă çак какая сутса укçа ĕçлесе илме май пуррине ăнланнă.
Çамрăк арçын Дубовка ялĕнче ятарласа çул хĕрринче кивĕ çурт туянса ăна тĕпрен çĕнетнĕ, хуралтă таврашĕ, ангар çĕкленĕ. Халĕ унта — чалт! кăна, йăлтах вĕр çĕнĕ. Хулара çуралса ÿснĕскер ялта хуçалăх йĕркеленинчен кÿршисем тĕлĕннине пытарман. Ара, чылай çурт юхăнса пырать, нумайăшĕ хулара тĕпленме тăрăшать. Алексей Шестаков ыттисене тĕслĕх кăтартнă, ĕçчен алă яланах ĕç тупма пултарнине çирĕплетнĕ.
Хуçалăха тĕпрен юсама укçа та, вăй та сахал мар кирлĕ. Алексей йăлтах хăйĕн укçипе йĕркеленĕ: шыв кĕртнĕ, кăркка тĕкне тасатмалли аппарат туяннă… Пĕтĕмпе 4 миллион тенке яхăн кăларса хума тивнĕ. Тăкаксен шутне Алексей çур çĕрчченех тар тăкнине те кĕртет. Хăй тăрăшмасан çынна укçалла ĕçлеттерме тивет-çке-ха. Малалла вулас...
Комментари хушас