Вырмара çывăрма та вăхăт çук
5-6 çул каялла Ехремкассинче пурăнакан Олег Михайлов шăллĕпе Алексейпа пĕрле Мускава шапаша кайнă. Кашнине 45-шер пин тенкĕ шалу тÿлеме шантарнă. Мĕн тĕлĕнмелли пур ĕнтĕ: вĕсене те, чылай çын пекех, шăнман пăр çине лартса янă. Иккĕшне 8-шар пин тенкĕ, çул укçине саплаштармалăх, тыттарса янă. Çавăн чухне Олег шутсăр тарăхнă. «Мускава тек нихăçан та каймастăп. Хам ĕçлĕп те укçи хама пултăр», — тенĕ вăл çывăх çыннисене. Çапла унăн фермер хуçалăхĕ йĕркелес шухăш çуралнă. Малалла вулас...