Геннадий КУЗНЕЦОВ

21 Çу, 2014

Куккурус - тупăшлă культура

Çĕр-шыва КПСС Тĕп Комитечĕн Пĕрремĕш секретарĕ, СССР Министрсен Канашĕн Председателĕ Н.С.Хрущев ертсе пынă çулсенче куккурус пусă çаврăнăшĕнче тĕп культура шутланнă, ăна хисеплесе "уй-хир пики" ят панă. Вăл çулсенче пирĕн тăрăхра та анлă сарăлнă. Чапа тухнă колхоз председателĕ Сергей Коротков 6 теçетке çул каяллах новаторла пуçару тунă.

17 Ака, 2014

Вĕсем вутпа çулăм витĕр тухнă

Йĕпреç тăрăхĕнчи Хыркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, чылайранпа республикăн тĕп хулинче пурăнакан И.Т.Петров тăван района килсен «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне кĕмесĕр каялла кайнине ас тумастăп эпĕ.

12 Ака, 2014

Çĕр çынпа çеç çĕнелет

«Çĕре тăван аннепе танлаштарни питĕ тĕрĕс, çавăнпа та ăна ама çури вырăнне хумалла мар», - тет Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Евгений Ерилеев. Вăл, хресчен кил-йышĕнче çуралса ÿснĕскер, мĕн ачаранах хура çĕр тивлетне, тарпа тăварланă ыраш çăкăрĕн хакне пысăк çын пекех малти вырăна хума вĕреннĕ. Ашшĕ Владимир Павлович Ерилеев «Трудовик» колхоз уй-хирĕнче «хурçă ут» çÿретсе чапа тухнăччĕ. Ун çинчен хăй вăхăтĕнче центрта тухса тăракан «Сельская жизнь» хаçат корреспонденчĕ Анна Харитонова очерк çырнăччĕ. Ку - сăмах майăн калани.

29 Пуш, 2014

Вăхăт çĕр ĕçченне васкатать

Йĕпреç тăрăхĕнчи «Патман» ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем пĕлтĕр уй-хире пуринчен малтан тухса акана ăнăçлă вĕçленĕччĕ. Кăçал та çав ĕмĕт-тĕллевпех хавхаланаççĕ. «Ир вăраннă кайăк пирки ваттисем каланă çунатлă сăмахсене асрах тытатпăр, - тет Çĕнĕ Выçлипе Хумри Ишек ялĕсене пĕрлештерекен хуçалăх ертÿçи Владимир Никифоров. - Машина-трактор паркĕнчи мĕн пур агрегата хĕл кунĕсенчех юсавлисен ретне лартрăмăр. Юсавçăсен звенине механизаторсем те пысăк пулăшу пачĕç.

Pages