Геннадий КУЗНЕЦОВ

17 Утă, 2014

Чăваш пылĕн пулмаллах!

Çак кунсенче «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне Йĕпреçре пурăнакан, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче халăх депутачĕсен район Канашĕн ĕçтăвкомне пултаруллăн ертсе пынă, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Пантелеймон Ермошкин кĕрсе тухрĕ. Вунă çул каялла вăл тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та «Сельхозтехникăн» районти пĕрлешĕвĕн директорĕнче тăрăшнă. Паян та килте «кĕрĕк арки йăваласа» лармасть иккен. Район центрĕнчен 25 çухрăмра вырнаçнă Хурăнлăх ялĕ çывăхĕнчи вăрман уçланкинче сакăр вуннăри çын чылайранпа утар тытать.

19 Çĕртме, 2014

Садра юрлатăр шăпчăк

Манăн алăра ЧР Ял хуçалăх министерстви туса хатĕрленĕ статкăтартусем. 1989 çулта мĕн пур йышши хуçалăхсенчи çырла тата садсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 9,5 пин гектар пулнă, 1995 çул тĕлне вăл 10309 гектара çитнĕ. Ятарласа йĕркеленĕ «Чебоксарский» совхоз, каярахпа ятне çаплипех хăварнă сад хуçалăхĕ çулленех кашни гектартан 77-80 центнер çимĕç пухса кĕртнĕ.

18 Çĕртме, 2014

Сад пахчинче юрлатăр шăпчăк...

Иртнĕ ĕмĕрĕн юлашки çулĕсенче республикăри хуçалăхсем туса илнĕ мĕн пур улма-çырла калăпăшĕ 9600 центнерпа танлашнă. Нумай-и ку е сахал-и? Чăваш Енре пурăнакан кашни çынна 5 килограмран та сахалрах лекнине шута илсен, пахчаçăсем ÿсĕмлĕ ĕçленĕ теме çук. Медицина виçипе пăхсан кашни çынна çулталăкра 80 килограмран кая мар улма-çырла кирлĕ.

Pages