Садра юрлатăр шăпчăк
Манăн алăра ЧР Ял хуçалăх министерстви туса хатĕрленĕ статкăтартусем. 1989 çулта мĕн пур йышши хуçалăхсенчи çырла тата садсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 9,5 пин гектар пулнă, 1995 çул тĕлне вăл 10309 гектара çитнĕ. Ятарласа йĕркеленĕ «Чебоксарский» совхоз, каярахпа ятне çаплипех хăварнă сад хуçалăхĕ çулленех кашни гектартан 77-80 центнер çимĕç пухса кĕртнĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн юлашки çулĕсенче республикăри хуçалăхсем туса илнĕ мĕн пур улма-çырла калăпăшĕ 9600 центнерпа танлашнă. Нумай-и ку е сахал-и? Чăваш Енре пурăнакан кашни çынна 5 килограмран та сахалрах лекнине шута илсен, пахчаçăсем ÿсĕмлĕ ĕçленĕ теме çук. Медицина виçипе пăхсан кашни çынна çулталăкра 80 килограмран кая мар улма-çырла кирлĕ.
Паянхи лару-тăру вара тата та япăхрах. Сад ĕрчетес ĕçпе çыхăннă ыйту чун-чĕрере пĕрре те ырă туйăмсем çуратмасть, мĕншĕн тесен пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене тахçан тухăçпа савăнтарнă сад пахчисем пур çĕрте те тенĕ пекех юхăнма тытăннă. Тĕслĕх шыраса аякка кайма кирлех-ши? Нумай пулмасть кăна-ха Йĕпреç тăрăхĕнчи пахчаçăсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе курнăçланатчĕç. Вĕсем хĕллехи сортсене те /çав шутра - антоновка, йăрăм-йăрăмлă кăвак анис, кĕрен анис т.ыт.те/, çуллахисене те /Мускав грушовки, шурă налив, папировка/ çитĕнтеретчĕç.
Сад ĕçне юратакансем хăйсен пахчисенче грушăн пирĕн тăрăхри сивĕсене тÿсекен тонковетка, бессемянка, кĕрхи бергамот сорчĕсене ĕрчететчĕç. Чие çырли сорчĕсенчен владимирская, красная плакучая тата растунь анлă çул тупнăччĕ. Пахчасенче хура пилеш, сливăпа усăллă ытти культурăна ÿстерме тытăннăччĕ. Садсем çине пăхма мĕнле кăмăллăччĕ. Вĕсенче çум курăк та çукчĕ, йывăçсен таврашĕнчи тăпра çуркуннерен пуçласа мĕн хура кĕрчченех кăпăшкаччĕ, йывăçсене сиенлĕ хурт-кăпшанкăран, чир-чĕртен сыхласси тĕп вырăнтаччĕ. Садсене вăхăтра шăварса тăнă, органикăпа минерал удобренийĕ хывнă.
Сад ĕçĕн тĕп тĕллевĕ вăл - улма-çырла туса илессине ÿстернипе пĕрлех вĕсен пахалăхне лайăхлатса пырасси. Тĕпрен илсен чылай пахчаçă плансемпе заданисене ăнăçлăн пурнăçа кĕртнĕ. Улма тата çырла туса илесси аталанса пынă май вĕсене тирпейлесе хатĕрлессин никĕсĕ те çирĕпленнĕччĕ. Анчах обществăра çĕнĕ тытăм хуçаланма тытăннă хыççăн сад ĕрчетесси «тупăшсăр» отрасль пулса тăчĕ. Кооперативсем, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем, фермер хуçалăхĕсем çак ĕçрен ютшăнчĕç темелле. Килти хушма хуçалăха тытса пыма граждансене çĕр лаптăкĕсем уйăрса пачĕç пулсан та ялта тавар туса илекенсем çимĕç кÿрекен сад пахчисем йĕркелеме васкамаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи садсем юхăнма пуçланăранпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Пирĕн тăрăхри Ленин ячĕллĕ, Ильич ячĕллĕ, «Красный партизан», «Красный фронтовик» колхозсенче мĕн тери пуян та хÿхĕм садсем пурччĕ. Паян вĕсем çук, сад ĕçĕ никама та кирлĕ мар пулса тăчĕ. Апат-çимĕç комбиначĕсем те улма-çырлана йышăнма пăрахрĕç. Пăтăрмахлă лару-тăру серепине лекнĕ хуçалăхсен правленийĕсем çакăн хыççăн аллисене сулчĕç те улма-çырла пахчисене выртакан çулсене такăрлатма пăрахрĕç. Хальхи вăхăтра ялсемпе хуласенчи лавккасен сентрисем çинче пĕтĕмпех таçтан кÿрсе килнĕ çимĕçсем...
Хăш-пĕр промышленноç предприятийĕн хăйĕн сад пурччĕ. Тĕслĕхрен, Йĕпреçри вăрман комбиначĕн ешĕл пахчи пысăк лаптăк çинче вырнаçнă. Шел, предприятие панкрута кăларчĕç, сад хуçасăр тăрса юлчĕ. Кунти пахчара тĕлĕнмелле улмуççисем ÿсеççĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах, эпĕ унта çул тытатăп. Тарăн шухăша путса ансăр сукмакпа шалалла кĕретĕп, çил вĕрнипе хумханакан çулçăсем пĕр кĕвĕллĕн сасă панине тăнлатăп. Улма пиçсе çитсен те килсех тăрăп чуншăн хаклă та çывăх вырăна.
Юхăнса çитнĕ кирек мĕнле сад пахчине пырса кĕнĕ çыннăн та кăмăл-туйăмĕ япăх енне улшăнатех ĕнтĕ. Ара, амăшĕсемсĕр тăрса юлнă ачасене аса илтереççĕ паян çав пахчасем. Анчах манăн çак статьяна салху та пăшăрхануллă туйăмпа вĕçлес килмест. Йĕпреç тăрăхĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕринче - 600 киллĕ Хурамал салинче - тахçан Ленин ячĕллĕ колхозăн пулнă, хуçалăхĕ панкрута тухнă хыççăн шутран кăларнă сад пахчине «иккĕмĕш пурнăç» паракан чăн чăваш чун-чĕриллĕ çын тупăнни ку йĕркесен авторĕнче çĕнĕ шанăç çуратрĕ. Çав çын вăл - хăй вăхăтĕнче Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен /халĕ - академи/ агроном дипломне илсе тухнă Валерий Романов. Хăйне сăпка сиктерсе ÿстернĕ тăрăха яланлăхах таврăннă специалист ырă та пархатарлă ĕçе кÿлĕнчĕ. Сала çумĕнчи пысăк лаптăк çинче вырнаçнă садра кĕске хушăрах йĕрке тума ĕлкĕрчĕ. Акă мĕн каласа панă вăл кун пирки «Хыпар» корреспондентне: «Атте-анне хăйсен тăрăшулăхĕпе лартнă улма-çырла пахчине çак шая çитиччен юхăнтарнине курсан, чĕреçĕм ыратмаллипех ыратса кайрĕ. Çемьепе пĕрле тĕллевлĕн ĕçе тытăннин усси куç кĕретех: виçĕм çул та, пĕлтĕр те садран хамăр мĕн кĕтнине илтĕмĕр темелле. Паллах, хальлĕхе палăрăмлă тупăш пирки калаçма иртерех. Анчах пурăна-киле «манăçнă» отрасль тепĕр хут вăй илессе шанма пăрахассăм çук.
Хурамалсем те, кÿршĕри Чăрăшкассисемпе Хумри Ишексем те тата Çĕнĕ Выçлисем те çĕнĕ сăн кĕнĕ пахчана тăтăшах килсе çÿреме пуçларĕç. Вăл халăх юратакан кану вырăнĕ пулса тăрĕ малашне. Йĕри-тавраллах улма йывăççисем ÿсекен çĕрте чавнă пĕве шăрăх çу кунĕсенче ватти-вĕттине хăй патне илĕртĕ. Çавна шута илсе, санитарипе гигиена йĕркине çирĕп пăхăнса, шыва кĕмелли ятарлă пляж турăм. Анчах пахчаçă кăмăлне савăк туйăм парнелекенни вăл - юхăннă садран темиçе çул каяллах писнĕ шăпчăксем ку вырăна тепĕр хут таврăнни...»
Йĕпреç тăрăхĕнчи ытти сад пахчине те Хурамалти Валерий Романов пек пуçаруçăсем хÿтлĕхе илес вăхăт çиттĕрччĕ. «Улми ташланине, çулçи алă çупнине» курса тăни вăл - чăннипех пин-пин ырлăх-тивлет.
Комментари хушас