Геннадий КУЗНЕЦОВ

4 Çĕртме, 2014

Юрату çуркунне çеçке çурать

...Канашран Улатăра çÿрекен пуйăсран Йĕпреçре анса юлсан вăл пĕр хушă перрон çинчех тăчĕ. Тепĕр тесен кунта ăна никам та кĕтмест, çывăх тăван та, паллакан та çук унăн поселокра. Хăна çак тăрăха пуçласа килнĕ. Çавăнпа та вăл малтанлăха: «Ăçталла каймалла-ха?» - тенĕн, енчен-еннелле пăхкаланă май хăй умне 15-16 çулсенчи шкул ачи çитсе тăнине сисмен те. Липа /хĕр ачана çапла чĕнеççĕ/ аякран, сăртлă-туллă Дагестан Республикинчен килнĕ çынна «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне илсе килме ăс çитернĕшĕн ăна пĕтĕм кăмăлтан тав турăм. Çапла паллашрăм Рамазан Магомедовпа.

 

30 Çу, 2014

Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен...

Ваттисен çак каларăшĕ ăслăлăх-тĕпчев институчĕсенче, сăнав лабораторийĕсенче тăрăшакансене çеç пырса тивменнине паян çĕр ĕçченĕ лайăх ăнланать. Палăрăмлă та курăмлă ÿсĕм-çитĕнÿ тăвас тесен кирек камăн та малтан хăйĕн пĕлĕвне пуянлатмалла, тавра курăмне анлăлатмалла, темĕнле кăткăслăх пытарса тăракан ыйтăва та уçăмлă хурав пама пĕлмелле. Сăмах та çук: тыр-пул çитĕнтерекен те паян аграри тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене алла илмесĕр пÿлмене пуянлăхпа тултараймĕ.

23 Çу, 2014

Çулĕсене кура мар хастар

Пирĕн республикăри аслă ăру çыннисем çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сăмахпа кăна мар, ĕçпе хавхалантарса пынине витĕмлĕн çирĕплетеççĕ. Çакă тивĕçлĕ канăва тухнисен хушшинче Раççей спартакиади ирттернинчен те лайăх курăнать.

22 Çу, 2014

Куккурус - пысăк тухăçлă культура

Хăй вăхăтĕнче, иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче, çак культура пирĕн çĕр-шывра хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупнă. КПСС Тĕп Комитечĕн 1953 çулхи авăн уйăхĕнче иртнĕ пленумĕ общество выльăх-чĕрлĕхне ĕрчетес ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме йышăннă хыççăн фермăсен тупăшлăхне татăклăнах ÿстерес тĕллевпе уй-хирте куккурус вăй илнĕ.

Pages