Геннадий КУЗНЕЦОВ

26 Çурла, 2014

Пĕр-пĕрне пулăшса - çĕнĕ çитĕнÿсем патне!

Пирĕн республикăра «Агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕ» общество организацине йĕркеленĕренпе икĕ çул та çитмен-ха, анчах вăл кĕске вăхăтрах хăйĕн тăрăшулăхĕпе тата пуçарулăхĕпе палăрма ĕлкĕрчĕ. Тахçанах кĕмĕлленнĕ çÿçлĕ ветерансене пĕрлештерекен ушкăн республика ертÿлĕхĕпе, ЧР Патшалăх Канашĕпе тачă çыхăнса ĕçлет.

25 Çурла, 2014

Спортра «чирлеме те» пĕлмелле...

Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумне тата физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвне Шупашкарта юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче ирттерме йышăннине хĕпĕртесе кĕтсе илтĕм. Ку чăннипех те пире шанни, пирĕн çитĕнÿсене хаклани. Асăннă ырă хыпар аллăма ручка тыттарчĕ, ĕлĕкхипе хальхи пулăмсене тишкерме хистерĕ.

Pages