Пĕрлехи ÿсĕме пурин те тÿпе хывмалла
ЙĔПРЕÇСЕН АСĂРХАТТАРУСЕНЕ ШУТА ИЛСЕ ЛАРУ-ТĂРĂВА ЛАЙĂХЛАТМАЛЛАХ
Иртнĕ эрне кун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулинче пулнă хыççăн Йĕпреç поселокне килсе çитрĕ. Район центрĕ ăна хăйĕн тасалăхĕпе, тирпейлĕхĕпе, тĕп урамăн икĕ енĕпех асамат кĕперĕн тĕсĕсемпе ялтăрса çиçекен капăр чечексемпе кĕтсе илчĕ. Юратаççĕ илеме Йĕпреçсем. Ятсем панă чухне те сăнарлăха палăртакан сăмахсемпе усă кураççĕ.
Михаил Васильевич малтан «Асамат кĕперĕ» тĕп пасарта чарăнчĕ. Çав кун ку тăрăхра «Кĕр парнисем» ярмăркка иртнĕ май пасара хăйсен хушма хуçалăхĕсенче çитĕнтернĕ улма-çырлапа пахча çимĕçе сутакансем йышлăн пуçтарăннă. Республика ертÿçи ялта тавар туса илекенсем сĕнекен продуктсемпе, вĕсен хакĕсемпе кăсăкланчĕ. Сентресем çинче пĕтĕмпех хамăрăн япаласем пулнăшăн савăнчĕ. «Хамăрăнне мĕн çиттĕр ĕнтĕ? Вăл таçтан, çичĕ ютран кÿрсе килни мар. Хамăрăн пур енĕпе те таса, çав вăхăтрах тутлă та», - терĕ вăл пĕр лавккаран теприн патне çул тытнă май. Пасар администрацийĕ çак тапхăрта, «Вырăнтине суйла - хамăрăнне туян» акци пынă вăхăтра ял хуçалăх продукчĕсем сутакансенчен вырăн укçи илмест иккен.
«Асамат кĕперĕ» ООО хăйĕн лаптăкне тăтăшах сарать. Паянхи куна кунта 120 ĕç вырăнĕ, пасар куллен çĕр-çĕр çыннăн ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Нурхайдар Алимов директор хаклă хăнана çакăн çинчен пĕлтернĕ хыççăн Михаил Васильевич ăна паян кăна мар, ÿлĕмрен те хушма хуçалăхсенчен тавар илсе килекенсене ăна пĕр чăрмавсăр сутма тивĕçлĕ лару-тăру туса пама сĕнчĕ.
Тепĕр самантран пасар сутакансемпе туянакансен вырăнĕ кăна мар, республика Пуçлăхĕпе Йĕпреç поселокĕнче пурăнакансен ĕçлĕ калаçу вырăнĕ те пулса тăчĕ. Çапла пулмалла та ĕнтĕ, мĕншĕн тесен Михаил Игнатьев кирек ăçта кайсан та халăхпа куçа-куçăн тăрса, уççăн калаçассине чи малти вырăнта тытать, кун пек чухне çынсенчен вĕсене ытларах мĕн хумхантарни-пăшăрхантарни çинчен ыйтса пĕлет.
Хăнăхнă йăларан Йĕпреçре те пăрăнмарĕ, хăйĕнпе тĕл пулма килнисене уçă та ирĕклĕ калаçăва хутшăнма чĕнчĕ. Лешсем вара çав майпа усă курчĕç те. Вунă çын - вунă ыйту. Пур чухне те çак шухăш чăна тухмасть иккен. Йĕпреçсем республикăн пĕрремĕш çыннине панă тĕрлĕ ыйтăва пĕтĕмлетсен акă мĕн курăнчĕ: вĕсем пурте пĕрешкел тĕллевпе çыхăннă. Çÿлти органсем мар, вырăнти влаçсемех татса памаллискерсем. Паллах, мĕн çуккине, кирлине пĕтĕмпех республика ертÿлĕхĕ туса парасса кĕтсе ларни вырăнлă та, килĕшÿллĕ те мар. Çакна Михаил Васильевич Йĕпреç район ертÿлĕхне çирĕппĕн ас тутарсах каларĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртăн пиллĕкмĕш хутне шыв ытлăн-çитлĕн килсе тăманшăн, картишĕнчи тулли контейнерсенчен çÿп-çап вăхăтра турттарса кайманшăн республика Пуçлăхне ыйту парса чăрмантарнине йĕркеллĕ пулăм тееймĕн. Çапах та çынсем çĕкленĕ хăш-пĕр ыйтăва районти яваплă ертÿçĕсем мĕнлерех пурнăçа кĕртсе пынине хăй тĕрĕслесе тăма пулни çинчен пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. Вĕсенчен пĕри - район центрĕнчи «Асамат кĕперĕ» /асăрхăр: пасарпа пĕр ятлăскер!/ ача садĕнче юсав ĕçĕсем калама çук вăраха тăсăлни, кун пирки ача амăшĕсем район тата поселок администрацийĕсем тивĕçлĕ утăмсем тума васкаманни çинчен ÿпкелешсе калани. Михаил Игнатьев: «Асамат кĕперĕ» хăçан ачасене йышăнĕ?» - тесе ыйтсан район администрацийĕн пуçлăхĕн Николай Чугаровăн хуравĕ татăклă пулчĕ: «Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчен кая юлмăпăр». Çапла калани амăшĕсене çырлахтарчĕ пулас.
Çакăн хыççăн Михаил Игнатьева пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пĕрремĕш вăтам шкулта ĕçлекенсем тараватлăн кĕтсе илчĕç. Коллектив çĕнĕ вĕренÿ çулне пур енĕпе те тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кăçал 450 ытла ача парта хушшине ларнă, çавна май шкул столовăйне самаях пысăклатнă. Республика тата вырăнти бюджетсенчен уйăрса панă укçапа апат-çимĕç упрамалли вырăнпа столовăй валли çĕнĕ оборудовани туяннă.
Михаил Васильевич вĕренÿ пÿлĕмĕсене кĕрсе курчĕ, педагогсемпе кăмăлтан калаçрĕ. Шкул директорĕ Владимир Романов пĕлтернĕ тăрăх - вĕренÿ учрежденийĕ тĕрлĕ çăл куçран уйăракан нухрата тĕллевлĕн ĕçе кĕртет.
«Бухгалтери» тесе çырнă пÿлĕм патне çитсен хаклă хăна тăруках чарăнчĕ, шкул директорĕнчен: «Эсир штатра бухгалтера та тытатăр-им?» - тесе ыйтрĕ. Ара, республикăри шкулсенче шутлав ĕçне муниципалитетăн вĕренÿ пайĕн централизациленĕ бухгалтерĕсем йĕркелсе пыраççĕ-çке. «Сирĕн вара - урăхла йĕрке. Укçа-тенке перекетлес тĕллевпе шкулсенче бухгалтерсене кĕскетнĕ. Çавăнтан сирĕн те тĕрĕс тата тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тумалла...» Михаил Игнатьев ку ыйту патне тепĕр хут таврăнма пулчĕ.
Ĕçлĕ çул çÿреври тепĕр чарăну - Йĕпреç поселокĕнчи Кооператив урамĕнчи пурăнмалли нумай хваттерлĕ 31-мĕш çурт çыннисемпе ирттернĕ тĕл пулу. Республика Пуçлăхĕ хăйсем патне килессе чăтăмсăррăн кĕтекен ватă çынсене подъезд умĕнче ăшшăн саламларĕ те вĕсемпе калаçу пуçарчĕ. Ытти çĕрти пекех, кунта та çамрăксем курăнмарĕç. Сăлтавĕ паллă: паянхи кун вĕсен вырăнĕ е Мускавра, е Çурçĕрте, е Çĕпĕрте. Асăннă çуртри ватăсене вара çынсем Йĕпреç пасарĕнче хускатнă ыйтусемех канăç памарĕç: коммуналлă пулăшусем хакланни, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсем япăхланса пыни, управляющи компани ĕçĕнчи йĕркесĕрлĕхсем т.ыт.те.
Узбекистанра çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Йĕпреç поселокĕнче пурăнакан Тыло Мамедов ĕç ветеранĕ Михаил Васильевича хăйĕн нуши çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕ. Вăл ку тарана çитсе те хваттерлĕ пулайман иккен, савнă мăшăрне çухатнă хыççăн шанчăклă хÿтлĕхсĕр тăрса юлнă. Республика Пуçлăхĕ Раççей гражданинĕн статусне илнĕ çынна, çитмĕлрен иртнĕ пенсионера вырăнти влаçсем пулăшу парасса шантарчĕ.
Юлашкинчен район администрацийĕн ларусен залĕнче иртнĕ канашлура районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономикипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен, ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисен, район Пухăвĕн депутачĕсен, шкул директорĕсен, ытти официаллă çынсен умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Чугаров Йĕпреç районĕ кăçалхи 8 уйăхра мĕнлерех ĕçлени çинчен доклад турĕ. Ăна сÿтсе явма ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов, ЧР вице-премьерĕ хутшăнчĕç, сĕнÿ-канаш пачĕç. Хăйĕн пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче Михаил Игнатьев район экономики кал-кал, йĕркеллĕ аталанса пыни, ÿсĕм-çитĕнÿ тата та ытларах пултăр тесен пĕрлехи йышра кашни çын палăрăмлă тÿпе хывмалли çинче чарăнса тăчĕ. Вăл Йĕпреçсене, пайăррăн илсен, вак тата пĕчĕк бизнесра вăй хуракансен ĕç укçи пĕчĕк пулнăшăн, строительство организацийĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама тÿрĕ кăмăлпа хутшăнманшăн çивĕччĕн критиклерĕ. Критика саламачĕ «Стройкомплект» ООО, унăн тĕп директорне Асхат Алинова уйрăмах хыттăн пырса тиврĕ. Асăннă организаци тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтупа кирлĕ пек ĕçлемест, вăл пĕлтĕр те, кăçал та ятарлă объектсене хута ярассине тăсса янă. Район ертÿлĕхĕ те ку енĕпе лару-тăрăва лайăхлатма ăнтăлман. «Бюджетран укçа-тенкĕ вăхăтра тата кирлĕ чухлĕ куçарнă, тăлăх ачасем вара хăйсене тивĕçмелли хваттерсене кĕтсе илеймен. Ку ыйтăва прокуратурăн вĕçне çитермеллех, - терĕ çирĕппĕн Михаил Васильевич. - Пуçлăхсен ĕçне вара вĕсем çак ыйтăва мĕнлерех кăмăл-туйăмпа пăхнă тăрăх хаклĕç...»
Николай Чугаров республика ертÿлĕхне хăйсен ячĕпе пулнă асăрхаттарусене шута илме, лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе тивĕçлĕ утăмсем тума, çынсен тĕрлĕ ыйтăвне татса памашкăн пулăшма шантарчĕ.
Геннадий КУЗНЕЦОВ