Спортра «чирлеме те» пĕлмелле...

25 Çурла, 2014

Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумне тата физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвне Шупашкарта юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче ирттерме йышăннине хĕпĕртесе кĕтсе илтĕм. Ку чăннипех те пире шанни, пирĕн çитĕнÿсене хаклани. Асăннă ырă хыпар аллăма ручка тыттарчĕ, ĕлĕкхипе хальхи пулăмсене тишкерме хистерĕ.

Чăваш çыравçисен çывăх тусĕ пулнă Семен Шуртаковăн «Одолень-трава» романĕнче çакăн пек йĕркесем пур: «Николай Сергеевич /романти тĕп сăнарсенчен пĕри. - Ред./ хăй те спорта юратнă, ăмăртусене хутшăннă, йĕлтĕр çине халĕ те тăрать, начар мар чупать. Анчах спорт тавра пыракан кирек мĕнле тавлашăва та, тĕрĕс шухăшласа ăнлантарса панине те, вăл мĕнле вĕçленессине малтанах палăртса хунине те йышăнасшăн мар унăн чун-чĕри. Ун шухăшĕпе, çакă пĕтĕмпех ĕç çукран аппаланни, нервсемпе ăс-тăна усăсăр хавшатни кăна-мĕн. Çапла çунса «чирлени» мĕнле ырă витĕм кÿтĕр-ха?»

Эпĕ çакна пĕтĕмĕшлех хирĕçлетĕп! Спортшăн çунса-хыпăнса тăракансене çапла хурлани вăл - çынсен хутшăнăвĕсене тиркениех. Кунашкал шухăшпа çÿлерех асăннă романти пĕр сăнарсенчен пĕри - журналист килĕшни ытла та вырăнсăр пек туйăнать мана. Футболах илер-ха. Футбол - хавхалану кÿрекен пысăк спектакль. Унта вылякансем сăмахсăрах пĕр-пĕринпе «калаçаççĕ-çке». Вĕсемшĕн «чирлекен» çын футболистсен хусканăвĕсенче хăйсене пĕтĕмпех çырлахтаракан палăрăмсене курать, кашнинех хак парать, çав палăрăмăн уйрăмах паллă енĕсем - çыннăн кăмăл-сипечĕ, ирĕк вăйĕ, хăюлăхĕ, тактика шухăшлавĕ мĕнлерех шайра пулнине уçăмлăн пĕлсе-туйса тăрать. Çав çын кашни вăйăçăн хакне пĕлет. Стадиона пĕр сиктермесĕр çÿрекенĕн тĕрĕслĕх туртăмĕ вăйлă аталаннă, вăл тÿрккеслĕхпе кăнттамлăха, ултавпа киревсĕрлĕхе чăтма пултараймасть. Çапла тумалла та ĕнтĕ, мĕншĕн тесен футбол та, спортăн ытти тĕсĕ те вăйăçсемпе курса ларакансен хушшинчи пĕрлĕхе, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаслăха аталанма пулăшать.

Куракан вырăнне йышăннă кирек хăш çын та хăй вăхăтĕнче мечĕкпе вылянах ĕнтĕ, вăл çавна нихăçан та манăçа кăларас çук. Ют хапхана мечĕк пĕрремĕш хут тапса кĕртни те, хăй хуралланă хапхаран мечĕк кăларни те, хирĕç выляканăн тÿрккеслĕхĕ те асра «тĕрленсе» юлнах... Пĕтĕмлетерех калас тăк - тахçан кашниех мечĕк тапнă. Çак вăййа юратма камсем хавхалантарнă тесе ыйтсан пурте пĕр шухăшлăн пĕрешкел хурав параççĕ: «Шкулсенче физкультура вĕрентнĕ çынсем!» Пирĕн ÿсĕмри спорт педагогĕсем чăннипех анлă тавра курăмлă пулнă. Паянхи куна илес тĕк темĕнле ансăр специализаци хуçаланать пек, çакă вара спортри уйрăмах «хисеплĕ» енсене - машинăпа ăста çÿрессине, спорт велосипечĕпе ярăнассине, теннисла выляссине т.ыт. те - анлăрах çул пама хистенĕн туйăнать. Темшĕн-çке паянхи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн ытларах пайĕнче хăйĕнче те спортăн вăл е ку тĕсне чун-чĕрин туртăмĕпе юратни питех палăрмасть. Пирĕн ÿсĕмре, тем тесессĕн те, кунашкалли пулманах. Эпир, фронтовиксем орденсем çакса çÿренĕ пек, хамăр кăкăрсем çине тирнĕ спорт разрячĕсен паллисемпе мăнаçланма пултарнă. Енчен те тантăш шашка-шахматла выляма, мечĕк тапма пĕлмест-тĕк ăна «катăккисен» шутне кĕртеттĕмĕр.

«Тата пире кино çав тери пысăк витĕм кÿнĕ, - тет Йĕпреç поселокĕнче пурăнакан, хăй вăхăтĕнче асăннă районти спорт комитетне ертсе пынă Ильгизар Шарипов. - Эпĕ «Вратарь» фильма миçе хутчен пăхман-ши? Унти кадрсене, геройсен калаçăвĕсене тĕплĕн ас туса юлма, тăхтавсен вăхăтĕнче хамăр кăмăллакан сăнарсен сассисемпе пуплеме тăрăшнă. Мана, сакăр вунна çитсе пыракан çынна, халĕ те спорт темипе ÿкернĕ илемлĕ фильмсем хумхантараççĕ. Шел, вĕсене сенкер экран çине кăлармаççĕ паян. Манăн шухăшăмпа, кино та, литература пекех, хальхи пурнăç пуçĕнче пымалла, ыттисене чĕнмелле, вĕсене хавхалантармалла». Питех те тĕрĕс сăмахсем! Пытармăпăр: хальлĕхе пирĕн çĕр-шывра çивĕч ыйтусене çĕклекен спорт фильмĕсем çукпа пĕрех. Кинокамерăн çивĕч «куçĕ», пурне те курма пултараканскер, çĕнĕ ĕмĕрте те физкультурăпа спорта халăх хушшине сарас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Халĕ пирĕн хушăра «фанат» тесе чĕнекен çын йышланма пуçлани куç кĕрет. Спорта мĕн пур чун хавалĕпе ытлашши парăнни вĕсене тепĕр чухне усăран ытларах сиен кÿрет. Çавăн пек çынсем унччен те пулнă-ха, анчах вĕсене çав вăхăтра хушма ятпа «чысламан». Паянхи «фанатсемпе» чуна уçса калаçмалла кăна та пирĕн... Яш чухне хамăр та вĕсем пекех пулман-и вара? Пикенсе тем шыранă, тупнă, çухатнă, таçталла талпăннă, мĕн тумаллине пĕлмесĕр тĕлсĕррĕн çÿренĕ... Ку ушкăнри яшсемпе хĕрсене пулăшни, вĕсен шухăш-кăмăлне шута илни, вĕсемшĕн тăрăшни, вĕсене кăсăклантарма пĕлни питĕ кирлĕ пире.

Юлашки вăхăтра пирĕн стадионсенче «чирлекенсен» йышĕ сахаллансах пыма тытăнчĕ-çке. Мĕншĕн çакăн пек лару-тăру хуçаланать? Акă, Йĕпреç поселокĕнче икĕ çул каялла ĕçе кĕнĕ хальхи йышши çĕнĕ стадионта иртекен тĕрлĕ ăмăртусене курма пыракансем çукпа пĕрех. Футболистсене те, çăмăл атлетсене те хавхалантарасси йăлана кĕмен кунта. Чăваш Енре физкультурăпа спорт вăйлă аталанать тетпĕр пулсан пирĕн унăн чысĕпе сумне çĕклессишĕн старта тухакансемшĕн «чирлеме» те вăхăт тупмаллах.

 

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Рубрика: