Сад пахчинче юрлатăр шăпчăк...
Иртнĕ ĕмĕрĕн юлашки çулĕсенче республикăри хуçалăхсем туса илнĕ мĕн пур улма-çырла калăпăшĕ 9600 центнерпа танлашнă. Нумай-и ку е сахал-и? Чăваш Енре пурăнакан кашни çынна 5 килограмран та сахалрах лекнине шута илсен, пахчаçăсем ÿсĕмлĕ ĕçленĕ теме çук. Медицина виçипе пăхсан кашни çынна çулталăкра 80 килограмран кая мар улма-çырла кирлĕ.
Паянхи лару-тăру вара тата та япăхрах. Сад ĕрчетес ĕçпе çыхăннă ыйту чун-чĕрере пĕрре те ырă туйăмсем çуратмасть, мĕншĕн тесен пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене тахçан тухăçпа савăнтарнă сад пахчисем пур çĕрте те тенĕ пекех юхăнма тытăннă. Тĕслĕх шыраса инçене кайма кирлех-ши?