Вĕсем вутпа çулăм витĕр тухнă

Йĕпреç тăрăхĕнчи Хыркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, чылайранпа республикăн тĕп хулинче пурăнакан И.Т.Петров тăван района килсен «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне кĕмесĕр каялла кайнине ас тумастăп эпĕ. Иван Тимофеевич - иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенче Совет Союзĕнчи ялти спортсменсен хушшинче пĕрре кăна мар çĕр-шыв чемпионĕ пулнă Тимофей Петровăн вăталăх ывăлĕ. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех чукун çул транспортĕнче тăрăшнă. Халĕ те кĕрĕк арки йăваласа лармасть: производство пĕрлешĕвĕнче мастерта тăрăшать. Пушă вăхăт тупăнсан архивра аваллăх докуменчĕсене тишкерет. Тавра пĕлÿçĕсене паян Петровсен йăх-ăрачĕ Тăван çĕр-шыва тăшманран хÿтĕлеме мĕнлерех хутшăнни канăç памасть иккен. Иван Тимофеевич манăн ĕç сĕтелĕ çине пĕр сăн ÿкерчĕк кăларса хучĕ те пикенсех унăн историйĕпе паллаштарма тытăнчĕ. «Ку сăн ÿкерчĕкре манăн аннен пиччĕшĕсем сăнарланнă», - терĕ вăл. Тимофейпа Иван Андреевсем - Йĕпреçрен 1 çухрăмра кăна вырнаçнă Пĕчĕк Патăрьелтен. Пиччĕшĕпе шăллĕне пĕр вăхăтра, 1915 çулхи кăрлач варринче патша çарне кайма ят тухнă, вĕсем иккĕшĕ те Тĕнчен пĕрремĕш вăрçине хутшăннă. «Ара, шăп та лăп çав çул, çитменнине тата çав уйăхрах пулас Чăваш халăх поэтне, Пысăк Упакассинче кун çути курнă Çемен Васильева /Çемен Элкере/ та салтак шинелĕ тăхăнтартнă-çке, - Иван Тимофеевича пÿлсех сăмах хушрăм эпĕ. - Кун пирки вăл кайран «Вутпа çулăм витĕр» романра питĕ уçăмлăн çырса кăтартнă. Çемен Элкер çуралнăранпа - 120 тата Тĕнчен пĕрремĕш вăрçи пуçланнăранпа 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ май пире сăн ÿкерчĕк пĕр ĕмĕр каяллахи пулăмсене куç умне кăларма пулăшĕ.

«Çемен Элкере ăнсăртран аса илмерĕç, - Иван Тимофеевичăн сăн-питне ăшă кулă иленчĕ. - Пĕлетĕр-и, пĕр тăван Андреевсем те Пысăк Упакасси çамрăкĕпе пĕрлех патша çарне ăсаннă, вĕсене Йĕпреç урлă пуйăспа кăнтăралла илсе кайнă. «Малтан пире Пенза кĕпĕрнинчи Мокшан хулине /халĕ Мокшанск хули/ илсе кайрĕç. Мокшанра пĕр казарма çеç. Унта та туллиех тыткăна лекнĕ австриецсем пурăнаççĕ. Çавна пула пире хула мещенĕсем патне вырнаçтарчĕç. Пин çуртлă уес хули, малтанах салтаксемпе тулса ларнăскер, эпир пырсан пушшех те тăвăрланса çитрĕ», - вулатпăр чăваш литературин ылтăн çÿлĕкĕ çинче выртма тивĕçлĕ хайлавăн малтанхи страницинчех.

1915 çулхи ака уйăхĕн малтанхи кунĕсенче çамрăксене вăрçă ĕçне хăнăхтарнă, çав шутра Тимофейпа Иван Андреевсене те Мокшанран фронта ăсатнă. Тимĕр шапа уттинчен кăшт хăвăртрах чупакан пуйăс тепĕр икĕ эрнерен Львов хулине илсе çитернĕ вĕсене. Каллех «Вутпа çулăм витĕр» кĕнекери йĕркесене илсе кăтартма тивет: «Львовран тухса сакăр вун çухрăм пуйăспа кайрăмăр. Кашни вакуна утмăл-çитмĕлшер çын лартса тултарнипе пирĕнтен çуррине яхăн ура çинчех тăрса пыраççĕ...

Пуйăс çинчен ансан Карпат сăрчĕсен хушшинелле çурран утрăмăр. Умлăн та хыçлăн темиçе батальон çар, тăватшар çынлă ретсемпе харăссăн утса тусанлă çула мăкăрлантарать...»

Карпат тăвĕсен çывăхĕнче пирĕн ентешсен çулĕсем уйрăлнă: Семен Васильева Литва полкĕн 13-мĕш ротине хăварнă, пĕр тăван Андреевсене Волынь полкĕн 7-мĕш ротинче çапăçма шăпа тухнă. Пысăк Упакасси çамрăкĕ, чăваш литературине «Элкер» хушма ятпа кĕрсе юлнă Семен Васильев 1915 çулхи çу уйăхĕн пуçламăшĕнчех йывăр аманса тыткăна лекнине паян кашни вулаканах лайăх пĕлет. Тимофейпа Иван Андреевсене тăван çĕртен чылай аякра чухне те турри хĕрхеннĕ курăнать. Вĕсем Сан, Дунайпа Тисса юхан шывĕсем урлă та тĕрĕс-тĕкелех каçнă, Австрипе Венгри тата Германи салтакĕсем вăйлăн персе тăнă лару-тăрура та пуç çухатман. Чăваш каччисем тăван киле тĕрĕс-тĕкелех çаврăнса çитнĕ тĕле Раççейре Октябрь революцийĕ пулса иртнĕ, ялсенче чухăнсен комитечĕсем йĕркеленнĕ.

Фронтран таврăнма вăхăт çитсе пынăçемĕн пĕр тăвансем Польша çĕрĕ çинчи Люблин кĕпĕрнине кĕрекен Ивангород хулинчи Яков Варман еврей тытса тăнă сăн ÿкерÿ çуртне кĕнĕ. «Темиçе çула тăсăлнă вăрçăра пачах аманман-сусăрланман вырăс паттăрĕсене тÿлевсĕрех сăн ÿкерчĕк туса паратăп», - тенĕ те вашават фотограф, объективне чăваш салтакĕсем çине тĕлленĕ...

Пĕр ĕмĕре яхăн каялла тунă сăн ÿкерчĕке Петровсен çемйи халĕчченех тирпейлĕн упранă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче вĕсен кил-çурчĕ пушарта тĕппипех çуннă, анчах Иван Тимофеевич çемьешĕн чи хаклă документсен пуххине çăлса хăварма пултарнă.

Сăн ÿкерчĕкри çынсен кун-çулĕ тахçанах вĕçленнĕ ĕнтĕ. Пĕчĕк Патăрьелте вĕсене ас тăвакан юлманпа пĕрех. Тимофей Андреевăн мăнукĕ Валя пурăнать-ха, анчах вăл аслашшĕ çинчен нимĕн те каласа параймарĕ. Ашшĕ, Герман Тимофеевич, çут тĕнчерен уйрăлни те чылай пулать.

Патша çарĕнче çапăçнă Тимушăн аслă пиччĕшĕ Иван тăван ялтан иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенчех тухса кайнă-мĕн. Пĕчĕк Патăрьелти чи ватă çынсенчен пĕри - Геннадий Яковлев ветеран каланă тăрăх - Иван Андреев мĕн виличченех Камчаткăра пурăннă.

n Геннадий КУЗНЕЦОВ

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.