Вăхăт çĕр ĕçченне васкатать

29 Пуш, 2014

Йĕпреç тăрăхĕнчи «Патман» ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем пĕлтĕр уй-хире пуринчен малтан тухса акана ăнăçлă вĕçленĕччĕ. Кăçал та çав ĕмĕт-тĕллевпех хавхаланаççĕ. «Ир вăраннă кайăк пирки ваттисем каланă çунатлă сăмахсене асрах тытатпăр, - тет Çĕнĕ Выçлипе Хумри Ишек ялĕсене пĕрлештерекен хуçалăх ертÿçи Владимир Никифоров. - Машина-трактор паркĕнчи мĕн пур агрегата хĕл кунĕсенчех юсавлисен ретне лартрăмăр. Юсавçăсен звенине механизаторсем те пысăк пулăшу пачĕç. Çак кунсенче районти ятарлă комисси çур акине хутшăнакан техникăна тĕрĕслесе хаклĕ, тыр-пул ăстисене хире тухма ирĕк панă хыççăн правлени юсавçăсене хушма тÿлевпе хавхалантарĕ. Çак тĕллевпе 3 преми турăмăр».

Владимир Куприянович каланă тăрăх - кунти техника паркĕнче ĕçлекенсем юрăхсăра тухнă уйрăм пайсене вырăнтах «иккĕмĕш пурнăç» пама ăста иккен. Юлашки 2-3 çулта кăна ялти ăстаçăсем çапла майпа тахçанах шутран кăларнă техника хатĕрĕсене 10 единица ытла «сиплеврен» кăларнă. Ку ĕçсене тумашкăн укçа-тенкĕ тăкакламанпа пĕрех, çав хушăрах машинăсемпе кăкарса ĕçлемелли агрегатсен ĕç тухăçлăхĕ вара малтанхи шайринчен палăрмаллах ÿснĕ. «Хăвăрах куратăр, пирĕн ăшă юсав мастерскойĕ те, тивĕçлĕ оборудовани-хатĕр те çук. Хальлĕхе вĕсем пирки ĕмĕтленетпĕр кăна. Коллективра пурте тенĕ пекех пĕр кăмăл-тĕллевпе ĕçлеççĕ, рационализатор туртăмне мала хуракан йышлă, - савăк туйăмпа пĕлтерет кооперативăн тĕп инженерĕ Николай Мородин. - Тин кăна заводран тухнă çĕнĕ техника та хăш-пĕр чухне чăхăмлать. Çакна хам та асăрханă. Ку тĕслĕх çын ыйтăвĕ тĕп вырăнта тăмалли, чи малтан пахалăхшăн çине тăрса тимлемелли çинчен каламасть-и вара?»

Пытармăпăр, нухрат енчен «Патманăн» та лару-тăру çăмăл мар, анчах вăл кăткăслăхсемпе йывăрлăхсенчен хăтăлма çĕнĕ мел шырани сисĕнет. Майĕпен пулсан та - техника паркĕ çĕнелсе пыни куç умĕнчех. Юлашки 2 çулта «Енисей» тĕш тырă комбайнĕ, çĕнĕ «Беларусь», хальхи йышши сеялка туяннă. Владимир Никифоров ертÿçĕ хаксен тан марлăхĕпе кăмăлсăр пулнине палăртмасăр чăтаймарĕ: «Пирĕн отрасльте кашниех çакна лайăх пĕлсе-курса тăрать: ял хуçалăхĕ валли кăларакан çĕнĕ техника пуриншĕн те «шăл çемми» мар. Ытла та «çыртать» унăн хакĕ. Çитменнине, вăл йÿçекен çĕпре пекех хăпарса пырать. Паллах, кунашкал лару-тăрура тыр пул туса илекенсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене ĕç укçи ÿстерсе тÿлесси пирки калаçу пуçлани те кăлăхах. Тен, эпир кирлĕ пек ĕçлесе пыма, çукран пур тума вăй-хал, ăсталăх çитерейместпĕр?.. Хамăртан чылай ăнăçлăрах тăрăшакан хуçалăхсене тивĕçлипех ăмсанатăп мар-и? Çав хушăрах шухăша путатăп: «Вĕсем пек ĕçлеме мĕн чăрмантарать пире?»

Кооператив ертÿçи нумаях пулмасть Вăрнар районĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра пулнă, кунта хăйĕн ĕçтешĕпе Валерий Шумиловпа тĕл пулса калаçнă. «Çавалкас Мăратсем кăçалхи çур акине ирттерме 180 тонна минерал удобренийĕ илни çинчен пĕлсен, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм, - калаçăвне малалла тăсрĕ Владимир Куприянович. - Ăçтан çакăн чухлĕ кĕмĕл тупнă-ха? Çунтармалли-сĕрмелли япаласем те ытлăн-çитлĕн кÿрсе килнĕ, машина-трактор паркне те çĕнĕ техникăпа пуянлатнă. Пире, тем тесессĕн те, вĕсемпе танлашма хальлĕхе йывăртарах».

Çĕнĕ Выçлисем Çавалкас Мăратсенчен 9,5 тонна элита вăрлăх туяннă. «Патман» кăçал пусă çаврăнăшне пысăк тухăç паракан сортсем кĕртет. Кунсăр пуçне 10 гектар çинче тутлăхлă япаласемпе пуян качака курăкĕ çитĕнтерес тĕллевлĕ. Клеверăн çĕнĕ сортне те вырăн парасшăн.

Кооператив çурхи тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене хывмалли плана ирттерсе тултарнă. Çуртри валли 345 гектар уйăрнă. Кĕр тыррисем 268 гектар йышăнаççĕ. Калчасем юр айĕнчен сиенленмесĕр тухас шанчăк пур.

Пĕтĕмĕшле илсен - кунти тыр-пул ăстисем çур акине пуçлама хатĕр. Паянхи кун тĕлне 15 тонна топливо, 3 тонна бензин /машинăсем газпа çÿреççĕ/, 40 тонна минерал удобренийĕ турттарса килнĕ. Çак йĕркесен авторĕ унта пулнă кун Киров облаçĕнчи Кирово-Чепецкри хими завочĕн транспортникĕсем кооператив складне тата 20 тонна аммиак селитри пушатса хăварчĕç.

«Районти чылай хуçалăхра 2014 çулхи çур акине тухма пур енлĕн хатĕрленсе çитнĕ. «Патман» хыççăн «Красный партизан», «Красный фронтовик», «Путиловка», «Трудовик», Киров, Ильич ячĕллĕ хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем те кăçалхи тухăçшăн кĕрешĕве пуçласа яма хатĕр пулни çинчен пĕлтерчĕç, - тет район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт-специалисчĕ Олег Новиков. - Çулталăкри тĕп пухура вĕсем кун пирки ял çыннисене тĕплĕн каласа пачĕç, çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕç отраслĕсене малалла аталантарас тĕлĕшпе йышăннă пысăклатнă тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕç.

Халĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн Николай Чугаровăн йышăнăвĕпе ял хуçалăх предприятийĕсене ертсе пыракансене явăçтарса районта кашни эрнерех канашлу ирттеретпĕр. Унта пуçлăхсен отчечĕсене итлетпĕр, вăл е ку техника паркĕнче çул тупнă çĕнĕлĕхсемпе паллаштаратпăр, уйрăм кооперативсенче асăрханă кăлтăк-çитменлĕхне пĕтерес енĕпе мĕн-мĕн туни çинчен калаçатпăр. Пĕтĕмлетсе калас-тăк - вăхăт пур çĕрте те çĕр ĕçченĕсене васкама хистет».

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.