Çĕр çынпа çеç çĕнелет
«Çĕре тăван аннепе танлаштарни питĕ тĕрĕс, çавăнпа та ăна ама çури вырăнне хумалла мар», - тет Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Евгений Ерилеев. Вăл, хресчен кил-йышĕнче çуралса ÿснĕскер, мĕн ачаранах хура çĕр тивлетне, тарпа тăварланă ыраш çăкăрĕн хакне пысăк çын пекех малти вырăна хума вĕреннĕ. Ашшĕ Владимир Павлович Ерилеев «Трудовик» колхоз уй-хирĕнче «хурçă ут» çÿретсе чапа тухнăччĕ. Ун çинчен хăй вăхăтĕнче центрта тухса тăракан «Сельская жизнь» хаçат корреспонденчĕ Анна Харитонова очерк çырнăччĕ. Ку - сăмах майăн калани. Евгений Владимирович ашшĕ пилне - мăн аслашшĕсен тарĕпе пулăхлатнă çĕр-аннемĕре юратма панă халала чун-чĕринче тытма тăрăшнине хăйне ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхне суйласанах уçăмлăн кăтартма тытăнчĕ.
Ăна шанса панă тăрăхра 5 ял - Пысăк Упакасси, Шуркассипе Шĕпекеч, Пĕчĕк Упакассипе Çиçĕмкасси. Малтанхи виçĕ ялĕ «Трудовик» Агрофирма» ООО, тепĕр иккĕшĕ «Путиловка» Агрофирма» ООО тытăмĕнче. Икĕ агрофирми те районта малтисен йышĕнче. Çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕçре лайăх кăтартусем тунипе савăнтараççĕ, çавăншăн районăн куçса çÿрекен ялавĕсене хăйсенче çирĕп тытаççĕ. Агрофирмăсен ертÿçисем Сергей Ярчеевпа Эдуард Марушев ял тăрăхĕн администрацийĕпе тачă çыхăнура. Чăваш халăх сăвăçне Çемен Элкере ÿстернĕ тăрăхра пусă çаврăнăшĕнчен сăлтавсăр кăларнă çĕр лаптăкĕ пачах та çук. Уйрăм çĕрсен пайĕсене те харпăрлăха куçарасси вĕçленнĕпе пĕрех. Танлаштарса пăхас тĕллевпе Вăрнар районне кĕрекен Кульцавпа Ершепуç ял тăрăхĕсене çеç илсе кăтартăпăр. Вĕсен Упакассисенчен вĕренмелле те вĕренмелле. Аграри тытăмĕнче йĕрке тăвассипе те, муниципалитет çĕрĕсене граждансен вăйĕпе инвентаризацилессипе те. Паян çак ыйтусене ăнăçлă татса памасăр кирек кам аллинче упранакан çĕр лаптăкĕ çинче те ăнăçлă тыр-пул, пахча çимĕç, выльăх-чĕрлĕх апачлĕх культурăсем çитĕнтересси пирки сăмах та пулма пултараймасть.
РФ «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» 131-мĕш саккунĕ те ку ĕçе хăвăртлатма кирлине ас тутарсах тăрать муниципалитет органĕсен пуçлăхĕсене. Кашни лаптăк тухăç парасси вĕсен пуçарулăхĕпе тимлĕхĕнчен килет те. Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви усăсăр выртакан, юрăхсăра кăларнă çĕрсене пусă çаврăнăшне çĕнĕрен кĕртессине юлашки икĕ çулта пĕтĕмпех вĕçлеме палăртнă. Çак ĕçшĕн яваплă çынсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2013 çул вĕçĕнче Патшалăх Канашне янă Çырура та çĕр ыйтăвне вăраха ямасăр татса памалли координатсен çĕнĕ тытăмне пайăррăн палăртса хăварчĕ. Ăна пĕрлехи йышпа пурнăçа кĕртесси пирĕн тĕп тĕллев пулса тăмалла.
Чăваш Республикинче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усă курас енĕпе пулса тăнă лару-тăру чан çапма хистекен сăлтав мар пек. Пирĕн ку ĕçре, ытти хăш-пĕр регионпа танлаштарсан, тивĕçлĕ йĕрке тени ытларах. Çакна иртнĕ çулхи çу кунĕсенче Мускав, Тула, Ивановопа Ярославль тата Вологда облаçĕсенче пулнă хыççăн хам лайăх курса ĕнентĕм. Асăннă тăрăхсенче пуринче те тенĕ пекех уйсенче анра çарăк, мăян ÿстереççĕ, тахçан тыр-пул кашласа çитĕннĕ пусăсене вĕтлĕх вăрмансем пусса илнĕ. Вырăс ялĕсем хавшама-юхăнма тытăнни кăмăлра салху туйăм хăварчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенчен ытларахăшĕ е панкрута тухнă, е «çурăк валашка» умне пырса тăнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене лару-тăру çапла йĕркеленсе пыни нимĕн чухлĕ те хумхантармасть-ши? Чун чăтман енне Вологда облаçĕнчи Никольски ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне сĕнÿ патăм: «Чăваш Республикине çитсе унта çĕр-аннемĕре мĕнлерех хисепленипе паллашма, тархасшăн, вăхăт тупсамăрччĕ». Ахăртнех, куçлăхлă çамрăк çын çакна хăйне вĕрентсе, ăс парса калани вырăнне йышăнчĕ пулас, кăнттаммăн çапла çавăрттарса хучĕ: «Çум курăклă анасемсĕр те пирĕн уйсем ытлăн-çитлĕнех. Эпир пур пĕр сирĕннинчен ытларах тыр-пул туса илетпĕр». Хăйне каçăр автан пекех тытакан пуçлăха тăван республика статистикин кăтартăвĕсемпе паллаштарни те усса каймасть пулĕ терĕм.
Ака уйăхне кĕнĕ-кĕменех Йĕпреç районĕнче агроинженерсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те чĕннĕ. Кăçалхи çур акине кĕске вăхăтра тата лайăх пахалăхпа ирттерсе ярасси çинчен пуçланнă калаçу пулăхлă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессине хăвăртлатасси патне те çитрĕ. Ку енĕпе Йĕпреçсене Каçал тăрăхĕнчи «Пайгас» хуçалăх та виççĕмĕш çул ĕнтĕ тĕллевлĕн пулăшать. Тăманлă Выçлисем, Хурамалти Ленин ячĕллĕ колхоз саланса кайсан, вĕсен çĕрĕсене тара илнĕ. Çапла вара майĕпен-майĕпенех вăрманлă-юхан шывлă тăрăхри тахçан путене вĕçсе тухайми тыр-пулпа савăнтарса тăнă уй-хирсемшĕн «иккĕмĕш пурнăç» пуçланас вăхăт çитес шанăç çуралать...
Комментари хушас