Эльвира ИВАНОВА

28 Кăрлач, 2016

Калча валли тăпра хатĕрлер

Килте калча ÿстермелли вăхăт çывхарать. Кĕçех чÿрече янаххисем çинче чечек куршакĕсене сирсех, пăрăç-помидор вăрлăхĕ акнă савăтсем вырнаçĕç.

Калча çитĕнтермелли тăпрана ял çынни кĕркуннех хатĕрлесе хурать-ха. Анчах çакна шута илмелле: тĕрлĕ культура валли тĕрлĕрен тăпра кирлĕ. Пĕтĕмĕшле тăпра пахалăхĕ çакнашкал пултăр: йывăр мар, çемçе, кăпăшка, сывлăш лайăх ярать, нÿрĕк тытать.

Помидор калчине кăшт йÿçенкĕрех тăпра юрăхлă /рН 5,5-6,6/, хăярпа купăстана нейтраллă йÿçеклĕх тивĕçтерет /рН 6-7/, сухана - нейтраллă е кăштах сĕлтĕ /щелочлă/ тăпра /рН 6,5-7/.

17 Раштав, 2015

Пăчкă кĕрпинче те çĕрулми ÿсет

«Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатăн 48-мĕш номерĕнче çĕрулмине улăм айĕнче ÿстерни пирки çырнăччĕ. Кăсăкланса вуларăмăр. Тепĕр çул хамăр та çак меслетпе улма лартса пăхасшăн. Çĕр ĕçĕ çăмăл мар, пилĕк-çурăма самаях авма тивет. Пирĕн хулара, Çĕмĕрлере, йывăç тирпейлекен фабрика пур, пăчкă кĕрпи нумай. Çĕлулмине пăчкă кĕрпи /опилка/ айне лартма юрать-ши?

Роза ЧЕРМАКОВА.

Çĕмĕрле хули.

26 Чÿк, 2015

Садра - кану кĕтесĕ

Чăваш ялĕсенче ĕлĕкренпех пахчара урам енне тухакан чÿречесем умĕнче чечек ÿстерме тăрăшатчĕç. Пурнăç аталанса пынăçемĕн чылай çĕр ĕçченĕшĕн сад-пахча улма-çырла, пахча çимĕç туса илмелли вырăн çеç мар, çутçанталăкра киленмелли, чунпа канмалли кĕтес те пулса тăрать. Ялсенчи садсенче кану кĕтесĕ йĕркелесси йăлана кĕрсе пырать. Эппин, ял халăхĕн пурнăç хавхи-хавхаланăвĕ пур-ха. Ял та çĕнелсе, çĕнĕ сăн-сăпатпа пуянланасса шанма пулать.

24 Чÿк, 2015

Пĕр ыйхă çавăрса пурнăç тунă хĕрарăм

2015 çулхи кĕрхи хĕвеллĕ кун, юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Елчĕк тăрăхĕнчи Таяпа Энтри ялĕнчи пĕр урамра хурлăхлă ушкăн йышлăн пуçтарăннă. Кăнтăрла иртсен хĕрарăмсем тупăк йăтса масар еннелле утнă. Ялта çакă темле майпа йăлана кĕнĕ ĕнтĕ - хĕрарăм тупăкне хĕрарăмсем йăтаççĕ.

5 Чÿк, 2015

Çĕнĕ меслетсем: паха тата перекетлĕ

Пирĕн хаçатăн 42 №-че йывăç çурта питĕлесси пирки сăмах пуçарнăччĕ. Ун хыççăн çĕнĕлĕхсемпе кăсăкланакансем шăнкăравлани савăнтарчĕ. Эппин, ял çыннишĕн кирлĕ ĕç тăватпăр. Çавна май паянхи номерте çурта сивĕрен хÿтĕлемелли тепĕр меслетпе паллаштарас тетпĕр. Редакци хăнисем - пеноизолпа /çĕнĕ строительство материалĕ/ усă курса çурта хăтлăх кÿме пулăшакансем. «Теплогидроизоляци» компанин ертÿçи Мария Скоболева, инженер-технолог Алексей Бессолицин тата Юрий Скоболев менеджер.

Pages