Çĕнĕ меслетсем: паха тата перекетлĕ

Пирĕн хаçатăн 42 №-че йывăç çурта питĕлесси пирки сăмах пуçарнăччĕ. Ун хыççăн çĕнĕлĕхсемпе кăсăкланакансем шăнкăравлани савăнтарчĕ. Эппин, ял çыннишĕн кирлĕ ĕç тăватпăр. Çавна май паянхи номерте çурта сивĕрен хÿтĕлемелли тепĕр меслетпе паллаштарас тетпĕр. Редакци хăнисем - пеноизолпа /çĕнĕ строительство материалĕ/ усă курса çурта хăтлăх кÿме пулăшакансем. «Теплогидроизоляци» компанин ертÿçи Мария Скоболева, инженер-технолог Алексей Бессолицин тата Юрий Скоболев менеджер.

Çамрăксен ĕçлес кăмăлĕ тапса тăни, хăйсен ĕçне лайăх пĕлни, хаклани сисĕнчĕ. Хаваспах хуравларĕç ыйтусене вĕсем. Çапла пулмалла та.

- Ял халăхĕ çурт-йĕр тăвас ĕçри çĕнĕлĕхсемпе интересленме пуçлани сисĕнет. Сире шыракансем нумай-и?

- Хальхи çĕнĕ технологисемпе нумай çын кăсăкланать тесе каламăттăм. Ялсенче ĕçленĕ чухне çынсем пырса ыйтни савăнтарать. Эппин, çынсем ăнланма ăнтăлаççĕ.

- Мĕнле килсе тухнă эсир «пеноизол» тĕлне.

- Ялсенче халĕ пĕчĕк çуртсем тумаççĕ. Çурт стенисем нумайăшĕн кирпĕчрен. Икĕ кирпĕч хушши пушă. Кунашкал стена ăшă лайăх упраймасть. Çурта хутса ăшăтмалли тапхăр пирĕн тăрăхра сентябрьтенех пуçланать те май уйăхĕчченех тăсăлать. Сивĕ тапхăрта çурта хутса ăшăтасси питĕ тăкаклă килсе тухать, уйăхне 2-3 пин тенкĕ. Октябрь-апрель уйăхĕсенче 18 пин тенкĕ ытла тухса каять. Çурт стенине питĕлесен ăшă лайăх упранать, тăкаксем палăрмаллах чакаççĕ.

- Пеноизол вара мĕнпе лайăх?

- Халĕ çурта ăшă тытмалла тумалли меслетсем питĕ нумай: минвата, пенопласт, эковата, пенополистерон... тем те пур. Эпир сĕнекен пеноизол вара пур енĕпе те пысăк пахалăхлă, унпа кăсăкланмалăх пур. Пеноизолăн ăшă тытаслăхĕ питĕ пысăк. 5 см пеноизол 10 см минватăпа танлашать. Кирпĕчрен, керамблокран темиçе хут перекетлĕрех. Çÿлти схемăна пăхса танлаштарма пултаратăр. Тата ĕçе кĕске вăхăтрах пурнăçлани те укçа-тенке перекетлеме май парать.

- Пеноизол кăпăкĕ мĕнрен тăрать тата об<екта ăна мĕнле çитеретĕр?

- Пеноизол экологи тĕлĕшĕнчен таса материал. Кăпăк тума шыв, кăпăклантаракан япала, карбамид, сăмала кирлĕ. Хатĕр продукт питĕ çăмăл - 90: сывлăшран тăрать. Пеноизол сывлăша наркăмăшлă япаласем кăлармасть, çунмасть, ăна шăши-йĕкехÿре те кăшламасть тата шăв-шавран аван хÿтĕлет. Туса кăларакансем пеноизол 70 çул хăйĕн пахалăхне çухатмасть тесе çирĕплетеççĕ. Об<екта хамăрăн оборудованипе пырса пĕтĕм ĕçе хамăрах тăватпăр.

- Унпа мĕн-мĕн питĕлеме пулать?

- Пеноизол питĕ пахалăхлă тата йÿнĕ материал. Унпа таçта та усă курма пулать. Стенана, маччана, мансардăна, нÿхреп-путвала, ытти шăтăк-çурăка. Ăшă упрас нуша ăçта пур - унта пеноизол пулăшма пултарать.

- Кăпăка мĕнле тултаратăр?

- Уçă вырăнсене çÿлтен ярса тултаратпăр. Маларах лартнă кирпĕч çуртсен стенисен хушшине те пеноизол тултарни лайăх. Кирпĕчсен хушшине кăпăк тултарма кирпĕч стенана ватмалла мар. Икĕ кирпĕч çыхăнăвĕнче перфораторпа диаметрĕпе 10-14 миллиметрлă шăтăк тăватпăр - пулчĕ те. Кăпăк шлангпа пырать.

- Стенана йăлтах тултарма пĕр шăтăк çеç тумалла мар-тăр?

- Кирпĕчсен хушшине кăпăк лайăх тулса пытăр тесен 1,5 метртан пăраламалла. Çав пĕчĕк шăтăксен тĕлĕсем кайран курăнмаççĕ те. Эпир çуртăн тулашне пачах та улăштармастпăр.

- Пĕр çуртпа ĕçлеме мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ?

- Ялти вăтам çурта пеноизолпа питĕлемешкĕн пĕр кун çитет. Кил хуçишĕн питĕ меллĕ ку.

- Çак ĕç хаклă пулĕ?

- Паянхи кун тĕлне пеноизолпа çурта питĕлесси чи ăнăçлă меслет темелле. Маларах каланă «çунмасть», «химисĕр», «шăши кăшламасть» сăмахсем çумне паха тата ЙŸНĔ сăмахсене палăртсах хушас килет. Ялти вăтам пĕр çурта ăшăтма пурĕ те 20 пин тенкĕ яхăн каять. Пĕр тăваткал метр 200 тенке яхăн. Ку пĕтĕмĕшле ĕç - «под ключ». Материал, ĕçлени, тиесе килни - пĕр хакпа. Хуçан шăнкăравласа калаçса татăлмалла çеç. Тата кил-тĕрĕшне тĕрĕслесе тухмалла. Тен, ытти çурăк-шăтăк та тупăнать. Пĕр ăстрăмпа киле «саплани» меллĕ. Сăмах май, тепĕр чухне строительсен шăйрăкĕсене хамăр тупса палăртни те пулнă. Хăшпĕрин ăнăçсăр меслетпе çурта питĕленĕ «йăнăшĕсене» те тÿрлетме тивнĕ.

Унччен кирпĕч хушшине керамзит тултаратчĕç. Халĕ çак ĕç кăлăхах пулнине ăнкараççĕ ĕнтĕ. Керамзит ăшă тытмасть. Çавăнпа икĕ хут ĕç тăвас темесен ĕçе тĕрĕс йĕркелемелле.

- Çурта хăпартнă чухнех кăпăк тултарса хăварма юрать-и?

- Паллах. Çурта хăпартнă хыççăн тăррине тума пуçличчен стена хушшине пеноизол тултарни лайăхрах та. Хăвăрт тата хуçашăн перекетлĕрех пулать. Ик хут ĕç туса тăкакланмăр.

- Тавах калаçушăн, ĕç-хĕлĕрпе кăсăкланакансем пулаççех ĕнтĕ. Сирĕнпе мĕнле çыхăнмалла?

- Пирĕн ĕçе хаклакансем те хаçат вулаканĕсемех. Пеноизолпа çурта питĕлес текенсене тата пирĕн ĕçпе кăсăкланакансене хаваспах хуравлăпăр. Телефон 8-927-668-03-73 тата 38-03-73, Шупашкар кочĕ 8 /8352/. Кил-çурта ăшăрах та хăтлăрах тума пулăшнишĕн каланă тав сăмахĕсем савăнтараççĕ, тимлесе ĕçлеме хавхалантараççĕ.

 

Эльвира ИВАНОВА калаçнă.

 

Эльвира ИВАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.