Эльвира ИВАНОВА

5 Авăн, 2017

Культурăллă чăваш капитализмне кĕтсе илейĕпĕр-и?

20 çул ытла капитализм йĕркипе пурăнатпăр тетпĕр. Капитализма эпир, ун чухнехи СССРта пурăнакансем, 1991 çулта кĕтмен туман çĕртен ăнсăртран кĕмсĕрт персе антăмăр. Куллен «аталаннă социализм» /«развитый» тесе хăпартланаканскерсем «çĕрĕшсе пыракан» /«загнивающий» капитализма сисмесĕрех кĕрсе ÿкрĕмĕр. Çав капитализм «тинĕсĕнче» вара ахаль совет çыннисенчен никам та, 100 проценчĕпех темелле, «ишсе» курман. Ачана ишме вĕрентмешкĕн тарăнрах вырăна тĕртсе янă пекех пулнă-тăр вăл — вĕренейсен ишсе тухать. Çавăнтанпах «чăмпăлтататпăр» капита-лизмра.

3 Çурла, 2017

Мĕнле тÿлессине брифингра уçăмлатрĕç

Кăçалхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенче çурта тытса тăнăшăн тÿлемелли йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртессипе федераци саккунне йышăннă. Çавна май Чăваш Республикин çурт-йĕр инспекторĕ Александр Юркин паян журналистсемпе тĕл пулчĕ, çĕнĕлĕхсем çинчен каласа пачĕ.

1 Çурла, 2017

Чăваш Енри çамрăк армеецсем Чулхула облаçĕнчен иккĕмĕш вырăнпа таврăннă

Атăлçи федераци округĕнчи çамрăк армеецсен «Гвардеец-1» çарпа спорт лагерĕн 2-мĕш сменинчен Чăваш Ен команди 2-мĕш вырăн йышăнса таврăнчĕ. Çамрăк армеецсемпе паян, çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев тĕл пулчĕç.

18 Утă, 2017

«Хăйне мăнна хуракана чăваш хисеплемест»

Музыкăна юратакансене 50 çул ытла ĕнтĕ кĕвĕ тĕнчинче хăйсен вырăнне тупма пулăшать Станислав Кондратьев. Мĕн пĕчĕкрен артистра ĕçлеме ĕмĕтленнĕ кĕвĕ ăстин суйланă профессишĕн ÿпкелешесси, кăмăлсăрланасси пулман.

13 Утă, 2017

Тĕрĕс калаçма вĕрентеççĕ

Шупашкарти ачасен п у п л е в ĕ пăсăлнине тÿрлетес енĕпе ĕçлекен 2-мĕш садик кăçал 30 çул тултарчĕ. Çак тапхăрта унтан 1750 ытла ача вĕренсе тухнă. «Пуплев кăлтăкĕсене тÿрлетекен пĕртен-пĕр ача сачĕ пулнă май кунта Шупашкартан çеç мар, хула çывăхĕнчи ялсенчен те ачасем пурччĕ. Садик уçăлнă\çулсенче эрнере 6 кун талăкĕпех ĕçлеттĕмĕр. Хăш-пĕр ачана тунтикун килсе яратчĕç те шăматкунчченех пурăнтаратчĕç. Транспорт хальхи пек çÿремен вĕт. Каçхи няньă-сем пурччĕ. Кашни ушкăнра 6-7 ача çĕр каçатчĕ. 3 логопед Мускавра ятарлă курс вĕренсе килнĕччĕ.

Pages