Комментари хушас

1 Çурла, 2017

Чăваш Енри çамрăк армеецсем Чулхула облаçĕнчен иккĕмĕш вырăнпа таврăннă

Атăлçи федераци округĕнчи çамрăк армеецсен «Гвардеец-1» çарпа спорт лагерĕн 2-мĕш сменинчен Чăваш Ен команди 2-мĕш вырăн йышăнса таврăнчĕ. Çамрăк армеецсемпе паян, çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев тĕл пулчĕç.

Кăçал «гвардеецсен» лагерьне Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинче йĕркеленĕ. Унта икĕ сменăра Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕ регионтан 700 ача пулнă, çар пурнăçĕпе тачă паллашнă. 19 куна тăсăлнă сменăра кашни кун вăйă-ăмăрту иртнĕ. Волейбол, футбол, баскетбол вылянă, тĕрлĕ дистанцисене чупса ăмăртнă, ишнĕ, турникрен туртăннă, çар тупăшăвĕсем пулнă. Тĕрлĕ хĕç-пăшалран тĕл пересси, мина шырасси, ăна сирпĕтесси, çывăрса тăнă хыççăн вырăна тирпейлесе тумланасси, çар хÿтлĕх форми тăхăнасси, автомат сÿтсе пуçтарасси т.ыт.

Республика Пуçлăхĕ гвардеецсене çитĕнÿпе саламларĕ, çар вăййисем ÿт-пĕве çеç мар, кăмăла та çирĕплетме пулăшнине каларĕ. Ачасем республика ертÿçине хăйсене кăсăклантаракан, канăçсăрлантаракан ыйтусене пачĕç.

Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 
Теги: