Мĕнле тÿлессине брифингра уçăмлатрĕç

3 Çурла, 2017

Кăçалхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенче çурта тытса тăнăшăн тÿлемелли йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртессипе федераци саккунне йышăннă. Çавна май Чăваш Республикин çурт-йĕр инспекторĕ Александр Юркин паян журналистсемпе тĕл пулчĕ, çĕнĕлĕхсем çинчен каласа пачĕ.

Пирĕн республикăна илес тĕк Шупашкарпа çĕнĕ Шупашкар хулисенче 100% яхăнах çуртсене счетчиксемпе тивĕçтернĕ, ытти хулара та счетчиксем 98% пур темелле. Вĕсем кашни çурта пыракан ăшă шыва, вĕри шыва, электроэнергие шутласа пыраççĕ. Çавăнпа пирĕн республикăра ку саккуна йышăннипе тĕрлĕ пăтăрмах сиксе тухмĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем çурта тытса тăнăшăн унччен тÿленĕ пекех тÿлĕç.

Нумай хваттерлĕ çуртра пуçаруллă ушкăн йĕркеленипе пурăнакансен пĕтĕмĕшле пухăвне ирттермелле. Унта çурта тытса тăма каякан тăкаксене мĕнле йĕркепе тÿлесе тăма йышăннине палăртаççĕ. Регионта палăртнă уйрăм çуртăн нормативĕпе е уйăхсерен шутлакан счетчик кăтартăвĕпе. Çуртра пурăнакансем пуху ирттерсе нимĕнле йышăну туман пулсан та счетчик кăтартăвĕсемпе тÿлемелле пулĕ, саккун çавна çирĕплетет те. Нормативпа тÿлекенсем счетчик кăтартнинчен сахалрах тÿленĕ пулсан каярахпа тÿлемелле пулĕ, счетчик тăрăх перерасчет тăвĕç. Ытларах тÿленĕ тĕк кайран — сахалрах. Ресурса перекетлекен çуртра пĕтĕмĕшле çурта тытса тăнăшăн укçа сахалрах тăккалĕç.

Çĕнĕ саккун çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнчен вăя кĕрет.

 

Комментари хушас