Çĕнĕ ĕç малаллах пырать
Паян республикăн строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Грищенко, министрăн пĕрремĕш çумĕ Владимир Максимов тата йăлари хытă каяш пухассине, турттарассине йĕркелекен регион операторĕн - "ВМК "Экоцентр" обществăн - генеральнăй директорĕ Виктор Лагуновский журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Алексей Грищенко 2018 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре йăлари хытă каяш /ЙХК/ çаврăнăшне çĕнĕлле йĕркелеме тытăннă май хула-ялтан графикпа килĕшÿллĕн турттарнине, çак пулăшу ĕçĕшĕн уйрăммăн тÿлеттернине палăртнипе пĕрлех потребительсене хытă каяш пухассипе, полигона ăсатассипе яваплă пулма чĕнсе каларĕ. ЙХК çаврăнăшне йĕркеленĕ чухне пурнăçлакан пулăшу ĕçĕсен тарифне яллă вырăнсемшĕн çĕнĕрен палăртас тĕллевпе тăватă хулапа ялта хытă каяш кашни çын вăтамран мĕн чухлĕ кăларнине тепĕр хут шутлаççĕ. Алексей Грищенко хуларипе танлаштарсан ялта сахалрах пухăннине палăртрĕ.
Виктор Лагуновский иртнĕ тăватă уйăхра "Экоцентр" пурнăçланă ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Брифингра потребительсене пырса тивекен чылай ыйтăва хуравларĕç. Вĕсемпе "Хыпар" хаçатăн нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнчи номерĕнче паллаштарăпăр.
Комментари хушас