Эльвира ИВАНОВА

23 Çу, 2018

«Тĕллевлĕн йĕркелени кирлĕ»

Ака уйăхĕн вĕçĕнчех пулнăччĕ Мулюковсен хуçалăхĕнче. Çумăр вĕтĕртететчĕ. Патăрьел тăрăхĕнче кăçал Пăла ейĕве тухса сарăлнипе çĕр хăвăрт пулса çитеймест пулĕ тесе ыйтрăм та — хресченĕн малашлăхпа пурăнас ăнтăлуллă хуравне илтсе хĕпĕртерĕм. «Çурхи ĕççи кăçал та кая юлса пуçланать. Эпир мĕн пур техникăна йĕркелесе çитернĕ ĕнтĕ. Çĕр пулса çитессе çеç кĕтетпĕр. Уяртсан çĕр пĕр-икĕ кунрах типет, çурхи уяв тĕлнелле хире тухасшăн», — тенĕччĕ ун чухне Патăрьел районĕнчи Тури Туçари ХФХ ертÿçи Валерий Мулюков техникăпа паллаштарнă май.

23 Çу, 2018

Слесарь-токарь те, агроном та...

8 сехет тĕлнех Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинче пурăнакан Никитинсем патне çитрĕмĕр. Кил умĕнчи тĕрлĕ техника ларнинчен кунта çĕр ĕçченĕ пурăннине ăнкаратăн.

24 Чÿк, 2017

Кондрашкин кÿлепеçĕ Шупашкарта Купрат хан палăкне лартма сĕнет

Чĕмпĕрте пурăнакан Николай Кондрашкин кÿлепеçĕ /скульптор/ чăвашсен мăн аслашшĕсем шутланакан пăлхарсен Аслă Пăлхар патшалăхне никĕсленĕ Купрат Эльпуçа /патшалăх ертÿçине/ асăнса Шупашкарта палăк лартма сĕнет.

Pages