Комментари хушас

19 Юпа, 2017

"Изолятор та çыншăн хăтлă пулмалла"

Паян Шупашкарти Лапсар поселокĕ çывăхĕнчи пĕр вăхăтра 500 çынна йышăнма пултаракан следстви изоляторĕн строительстви мĕнле пынипе паллашма тата ăна ĕçе кĕртессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухма канашлу ирттерчĕç.

Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей ФСИН директорĕн заместителĕ Валерий Балан, ФСИНăн капиталлă строительство, çуртсене хатĕрлекен пай пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ильдар Назеров, ФСИНăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Александр Робота, ЧР Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин, республика прокурорĕ Василий Пословский тата ыттисем хутшăнчĕç. Канашлу умĕн çĕнĕ изоляторпа паллаштарчĕç. Темиçе çуртран тăраканскерĕн хулăн стенисем, икĕ хут решеткеллĕ чÿречисем хальхи строительствăн нормисемпе килĕшÿллĕн илемлĕ курăнаççĕ пулин те чунра канăçсăрлăх çуратаççĕ. Изолятора туса пĕтернĕпе пĕрех. Тытса чарнисене хупмалли камерăсем те хатĕр. «Тимĕр алăксем, икĕ хутлă хурçă краватьсемпе тумбăсем, раковинăпа унитаз. Çапса çĕмĕресрен хăрамалли çук», — ăнлантарчĕ Александр Робота «экскурси» ирттернĕ май.

«Изолятора федерацин тĕллевлĕ программипе тума пуçланă. Пысăк ĕçсене вĕçленĕ. 2018 çулта хăрушсăрлăх системине туса пĕтермелле, 2019 çул вĕçĕнче изолятор саккунпа урлă пулнă граждансене йышăнма хатĕр пуласса шанатпăр. Обьект федерацин Атăлçи округĕнче чи пысăкки тата техника, хăтлăх тĕлĕшĕнчен чи пахи пулмалла», — каласа кăтартрĕ Валерий Балан.

«Изолятор пысăк. Ăна Европа стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн тунă, кашни çынна 7 тăваткал метр тивĕçет. Çутă, ăшă панă. Медсанчаç пур. Çыннăн пурнăç условийĕ изоляторта та тивĕçлĕ шайра пулмалла. Кунта лекекенсем — пирĕн граждансемех. Изолятора тума федераци тата вырăнти бюджетсенчен 2 миллиард тенкĕ уйăрнă. Темĕнле пулсан та çак çурта лекмесен аванрах. Пирĕн профилактика ĕçĕсене ытларах йĕркелемелле, çынсем ыррипе нумайрах кăсăкланччăр», — терĕ Михаил Игнатьев изолятора хак панă май.

Тĕп хулари К.Иванов урамĕнчи чи изолятора 1648 çулта хута янă. Вăл халĕ те ĕçлет. Çĕнни саккуна пăснисене йышăнма пуçласан ăна хупĕç. Вăл музей, архитектура палăкĕ пек юлĕ.

Эльвира ИВАНОВА